Аургазă хыпарçи
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
5 Июлӗн 2019, 13:17

Пыл хурчĕ ĕрчетесси

Пыл хурчĕсемпе мĕнле туслашмалла тата вĕсен çинчен мĕн пĕлмелле?

Шел пулин те, юлашки çулсенче ялхуçалăх культурисене сăтăрçăсенчен хими препарачĕсемпе наркăмăшласа, тĕрлĕрен имçампа усăланса, тухăç илес ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ пыл хурчĕсене пĕтерсе пыраççĕ. Ÿсентăрансене шăркалантарса, пĕр хурт çемйи ялхуçалăх отрасльне хăй тунă пылран 143 хут пысăкрах тупăш илсе килет! 90 процента яхăн ÿсентăрана пыл хурчĕсем шăркалантараççĕ. Енчен те вĕсем шăркаланмасан – вăрлăхĕ те пулмасть, эппин çак ÿсентăрансем те малашне пулмĕç...
Хуртсем вилессине асăрхаттарма питĕ ансат вĕт. Пĕр-икĕ кун маларах тăватă-пилĕк километр çывăхĕнчи ялсене ялхуçалăх культурисене ĕçлесе тухасси çинчен пĕлтерме пулать. Вара хурт-хăмăр ăстисем утарĕсене урăх вырăна куçарĕччĕç е вĕлле кĕйисене хупса хурĕччĕç.
Пушкăртстанри районсенче те, çав шутра пирĕн районта та, пыл хурчĕсем массăллă вилни çинчен хыпарлаççĕ. Ялхуçалăх руководителĕсем паянхи кунпа кăна пурăнни малашне улма-çырласăр, пахчаçимĕçсĕр, тырпулсăр... хăварма пултарать.
Пыл хурчĕ ĕрчетесси çинчен тĕплĕнрех калаçар.
Вĕллесене ăçта вырнаçтармалла?

Пыл хурчĕсем сад-пахча культурисен чечекне шăркалантараççĕ. Çывăхра (3 километртан кая мар) утар таврашĕсем çук пулсан, пыл хурчĕсене килти пахчара ĕрчетсен аван.
Вĕллесене пĕр-пĕринчен 3 метртан кая мар вырăн хăварса, улма-çырла культурисем, йывăç-тĕмсем хушшине вырнаçтармалла. Çак вырăна кăнтăрлаччен хĕвел лекет пулсан аван.
Пыл хурчĕсене вĕçме лайăх пултăр тесе, вĕлле умĕнче уçă вырăн çителĕклĕ хăвармалла. Пыл хурчĕсем кÿршĕре пурăнакан çынсене сăхасран хÿмене 2 метр çÿллĕш тумалла. Ун пек чух вĕçсе тухакан хуртсем тÿрех çÿлелле çĕкленнипе çынсемпе выльăх-чĕрлĕхе тапăнмаççĕ.
Пыл хуртне мĕнле пăхмалла?

Пыл хурчĕсем те, ÿсен-тăрана шăркалантаракан ытти кăпшанкăсем те тĕтĕме юратмаççĕ. Ун шăршине туйсанах вĕсем вĕçсе каяççĕ. Çавăнпа та улма-çырла, пахчаçимĕç культурисем çеçке çурнă вăхăтра йывăç турачĕсене, ытти япаласене çунтарма кирлĕ мар.
Пылак пыла пурте юратаççĕ: сăпсасем, кăткăсем, тĕкĕлтурасем, шăнасем. Çутçанталăк пыл хуртне сыхланма сăнă та, наркăмăш та панă. Пыл хурчĕ пĕрре сăхнипе темле хурт-кăпшанкă та вилет, темиçе сăхнипе – пысăк чĕрчун та. Вĕсене пăлхатмасан, вĕллене пырса тĕкĕнмесен, вĕсем никама та тапăнмаççĕ.
Вĕллине уçсан, тăшмана çемйипех тапăнаççĕ. Пыл пухса таврăнакан хуртсем çынна тапăнманнине тахçанах асăрханă. Хурт куçне пĕрремĕш хут тытнă çын питĕ тĕлĕннĕ: мĕнле çăмăл иккен ку ĕç. Тĕтĕм пыл хурчĕсене парăнтармалли пĕртен-пĕр çăмăл меслет. Тĕтĕмсĕр никам та пырса тĕкĕнеймест.
Пыл хурчĕсем хăвăрт тарăхаççĕ, чăрсăр алла чăтаймаççĕ. Вĕсемпе ĕçленĕ чухне лăпкăлăх тата асăрханулăх кирлĕ. Утарта лăпкăн, васкамасăр утса çÿремелле, уçă вĕлле çийĕн алла майĕпен, тикĕссĕн хускатмалла, шавлама юрамасть, сăхсан та чăтмалла – унсăрăн пулмасть. Вĕçекен хуртран çапкаланма юрамасть – тÿрех сăхать. Вĕсене асăрхаман пек хăвăр ĕçпе аппаланмалла.

Пĕр хуртне те пулин асăрхамасăр лапчăтсан, тарăхнă вун-вун юлташĕ тÿрех сире тапăнать.
Пыл хуртне çăм, çÿç, хура тум вĕчĕхтерет. Çакă ĕмĕрхи упа-тăшманпа та çыхăннă пулĕ. Çавăнпа та пит-куçа вĕтĕ сеткăпа хупламалла, çутă яка комбинезон тăхăнмалла. Шурă тĕс вĕсене лăплантарать.
Алла нимĕн тăхăнмасан та юрать, вĕсем витĕр те сăхаççĕ. Перчеткепе ĕçлеме кансĕр. Хурт-хăмăрçăн сăхнинчен хăрамалла мар, ăна хăнăхма та пулать. Пĕрре те хурт сăхса курман утарçă çук та.
Пыл хурчĕсем шăрша питĕ сисĕмлĕ. Пур шăрша та туяççĕ: пĕрисем лăплантараççĕ, теприсем вĕчĕхтереççĕ. Тар, эрех-сăра, ыхра-сухан, духи, писев шăршисене юратмаççĕ. Çавăнпа та утарçăн таса, тирпейлĕ пулмалла, сывă пурнăç йĕрки тытмалла.
Пыл хурчĕсем хăйсен наркăмăш шăршине питĕ туяççĕ. Çакă хăрушлăхăн пĕрремĕш палли. Пĕр хурчĕ те пулин сăхсанах çак вырăна ыттисем те васкаççĕ.
Ирхине, ĕçе пуçăнман чухне вĕсем çиллес, кăнтăрла лăпкăрах. Пĕлĕтлĕ, çиллĕ кун, сивĕ çанталăкра е нектар сахал пухнă кун вĕсем питĕ тарăхаççĕ. Çак кунсенче вĕсен йăвине тĕкĕнмелле мар – пыл хурчĕсем пĕр шелсĕр тапăнаççĕ. Хĕвеллĕ, ăшă кун пыл хурчĕсем ырăрах.
Тĕрĕс пăхсан чи хаяр хуртсем те лăпланаççĕ, вĕсемпе ĕçлеме те питĕ канлĕ.
Хурт ами

Хурт амисĕр вĕлле хурчĕсен çемйи пурăнаймасть. Çутçанталăкра хуртсем хăйсемех ăна ятарлă ама хуранĕнче çитĕнтереççĕ. Унта вăл, ахаль личинкăранах, ĕç хурчĕсенчен хăвăрт ÿснипе тата кĕлеткипе уйрăлса тăрать – вăл вĕсенчен икĕ хут вăрăмрах.
Пĕр вăхăт хурт ами вĕллерен тухса сывлăшра вĕçекен ултă-сакăр сăрă хуртпа пĕтĕленет. Лешсем кун хыççăн тÿрех вилеççĕ. Каялла вĕллене таврăннă хурт ами 2-4 кунтан çăмарта хума тытăнать.
Кун пек хурт-хăмăра йăхнă хурт ами теççĕ. Ытти хуртсем ăна тимлĕн асăрхаса пăхса тăраççĕ. Ку ĕçпе сакăр-вунă хурт тăрмашаççĕ. Урăхла вĕсене хурт амин свити теççĕ.
Апат çинĕ чух вăл хăйне пăхакан хуртсем енне сăмсине тăсса çăмарта хума чарăнать. Хурт амин пĕртен-пĕр ĕç – çăмарта хурасси, йăха тăсасси. Çăмартине хуриччен хумалли вырăнĕ хатĕр пулнине питĕ тĕплĕн тĕрĕслет. Унтан хырăмне антарса вунă-вун икĕ секундра хурать. Çирĕм-вăтăм çăмарта хурсан, вăл апат çиет, вăй пухать.
Талăкра хурт ами 1500-2000 таран çăмарта хума пултарать. 3-4 пин е унтан ытларах çăмарта хуракан рекордсменсем те тĕл пулаççĕ.

Хурт çемйинче тĕвĕленнĕ çăмартасенчен ĕç хурчĕсем, тĕвĕленменнисенчен сăрă хуртсем тухаççĕ.
Хурт амисем ытларах пилĕк ултă çул пурăнаççĕ, анчах виçĕ çул иртсен, вĕсен ĕçченлĕхĕ сисĕнмеллех чакать, çавăнпа та вĕсене икĕ çул иртсен çамрăккисемпе улăштараççĕ.
Читайте нас: