Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
20 Июнӗн 2019, 22:01

„Салаватра” утçи вĕçленсе пырать

Хуçалăхăн Нагадакри уйрăмĕнче нумай çул ÿсекен курăксене çулса илнĕ ĕнтĕ, сенаж шăтăкне пĕтĕмпех тултарнă. Халĕ хирсенче утă хатĕрлеççĕ.

- Курăка темиçе кун каярах çулса пĕтертĕмĕр. Халĕ, кăшт типнĕскере, пухатпăр тата пресла-

са рулон тăватпăр. Çанталăк питĕ лайăх тăрать, утă çулма шăпах лайăх. Шел, курăк иртнĕ çулхи пек çăра мар, - каласа парать Вениамин Петров бригадир.


Чăваш Хурамалĕнчи уйрăмра сĕтеклĕ апатсем хатĕрлес ĕç пырать. Хуçалăхăн икĕ уйрăмĕнчи

механизаторсене пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе хăвăрт куçараççĕ. Выльăх апачĕ пухакан комбайн Чăваш

Хурамал ялĕ патĕнчи хирсенче ĕçлет. Чăвашхурамалсен пресс-подборщиксемпе „Белорусĕсем” Нагадакра утă пухаççĕ.


Ют çĕршывра туса кăларнă çĕнĕ погрузчиксем утă тиеççĕ. Пĕрне пĕлтĕрех тĕрĕслесе пăхнă,

иккĕмĕшпе, нумай пулмасть туяннипе, халь кăна ĕçлеме пуçланă.


- МТЗ - нумай тĕллевлĕ машина. Кирек епле оборудовани çакса ĕçлеме пулать. Анчах та специализациллĕ машинăсем задачăна лайăхрах пурнăçлаççĕ, - паллаштарать погрузчик ĕçĕ çинчен хăйĕн кăмăл-туйăмĕпе Михаил Фомин, вăл пресланă рулонсене складра пушатать.


Салаватсем утта уçă сывлăшра мар, тăрă айĕнче упраççĕ. Ун пек вăл лайăхрах упранать. Çывăх кунсенче хуçалăхра утçи вĕçленет. Финишчен юлашки гектарсем юлнă.


Ял хуçалăх управленийĕн даннăйĕсем тăрăх, июнĕн 20-мĕшĕ тĕлне 4000 га нумай çул ÿсекен курăксем (планланă калăпăшран 46%) çулса илнĕ. Хуçалăхсем 15,5 пин т сенаж (33%) тата 890 т утă (5,5%) хатĕрленĕ. Условнăй пĕр выльăх пуçне 3,9 ц апат единици тивет.
Читайте нас: