Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
27 Майӑн 2019, 18:30

Ял ĕçченĕсем пьедестал çине хăпарчĕç

Районти ялхуçалăх отраслĕн работникĕсем хушшинче чи лайăххисен ячĕсем паллă пулчĕç.

Механизаторсен тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен - выльăхсене искусственнăй майпа пĕтĕлентерекен тата машинăпа сăвакан операторсен - професси ăсталăхĕн конкурсĕ иртрĕ.
„Наумкино” агрофирма уй-хирĕсенче иртнĕ сухаçăсен ăмăртăвĕнче чи лайăххи ятшăн икĕ теçетке тракторист кĕрешрĕ.
Ял хуçалăх управленийĕн, гостехнадзорăн, россельхозцентрăн специалисчĕсенчен, хуçалăхсен агрономĕсемпе инженерĕсенчен тăракан судьясен коллегийĕ механизаторсем тимĕр ута çаврăмлă тытса пынин ăсталăхне, сухаланин пахалăхне тата тÿрĕлĕхне, теорине пĕлнине хакларĕ.
Тĕрĕслев итогĕсем тăрăх „Таштамак” СПКри Александр Васильев районти чи лайăх сухаçă пулса тăчĕ. „Мичурина” ОООри Сергей Кириллова иккĕмĕш вырăн пачĕç. „Урожай” ялхуçалăх предприятинчи Зиннур Диваев виççĕмĕш вырăн илчĕ. Фермер хуçалăхĕсем хушшинче „Усман” шанăç çинчи юлташлăхăн механизаторне Ришат Ахметшина чи лайăххи тесе йышăнчĕç. Нумай профиллĕ колледж студенчĕ Динар Фахрутдинов çамрăк специалистсем хушшинче чи лайăххи пулчĕ.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем „Дружба” СПКн Асавпуçĕнчи фермăн çуллахи лагерĕнче ăмăртрĕç. Машинăпа сăвакан 23 оператор тата 25 осеменатор-техник, тырпул ăстисем пекех, теори тата практика заданийĕсенче хăйсен пĕлĕвне тата ăсталăхне кăтартрĕç.
Пĕтĕмлетÿсем тунă хыççăн жюри чи лайăххисен ячĕсене пĕлтерчĕ. Машинăпа сăвакан операторсем хушшинче Р.Х. Газизуллина ХФХ работникĕ Раушания Камалова пĕрремĕш пулчĕ. Иккĕмĕш – „Салават” ХФХ доярки Ирина Умова. Виççĕмĕш вырăнта - „Дружба” СПКри Наталья Николаева. Çĕнтерÿçĕсем хушшинче арçын та – нумай профиллĕ колледж студенчĕ Денис Сухих - пурччĕ, вăл çамрăк специалистсем хушшинче чи лайăххи пулса тăчĕ.
Осеменаторсем хушшинче „Дружба” СПК работникĕпе Владимир Трифоновпа танлашаканни пулмарĕ. Иккĕмĕш вырăнта - „Наумкино” агрофирмăри Анатолий Матвеев, виççĕмĕш – Ф.Х. Ибрагимов ХФХ специалисчĕ Рустам Арсланов. Уйрăм хушма хуçалăхсене тивĕçтерекен операторсем хушшинче Виталий Сидоров çĕнтерчĕ.
- Участниксенчен нумайăшĕ çĕнĕ çынсем мар – кашни çулах тенĕ пек район конкурсне хутшăнаççĕ. Тĕп заданисене лайăх пĕлеççĕ. Тата ăмăртăва пуçласа хутшăнаканнисемшĕн те заданисем пысăк вăрттăнлăх пулмарĕç. Пĕтĕмпе тÿреммĕн вĕсен ĕçĕпе çыхăннă, вĕсем куллен çак ĕçе тăваççĕ, - каласа парать ял хуçалăх управленийĕн выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тата ÿсентăран ÿстерес енĕпе пай начальникĕ, конкурса йĕркелекенсенчен пĕри Радик Абдрахманов. – Призерсем шутĕнче пысăк ялхуçалăх предприятийĕсен специалисчĕсем кăна мар, фермер хуçалăхĕсен работникĕсем те пулни савăнтарать. Çакă хатĕрленÿ çÿллĕ шайра пулнине кăтартса пачĕ.
Çĕнтерÿçĕсене июнĕн 8-мĕшĕнче иртекен акатуйра саламлĕç. Çаплах чи лайăх специалистсем професси ăсталăхĕн республика конкурсĕсенче район чысĕшĕн кĕрешĕç.
Читайте нас: