Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
2 Майӑн 2019, 11:19

Ĕçлĕ визитпа

Аургазă районĕнче ĕçлĕ визитпа Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров пулса кайнă.

Ĕнер, 2019 çулхи майăн 1-мĕшĕнче, Аургазă районĕнче ĕçлĕ визитпа Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров пулса кайнă. Çулçÿрев вăхăтĕнче республика Пуçлăхĕ Ишлĕ ялĕнче „Урожай СП” ООО никĕсĕнче ПР Правительствин Премьер-министрĕн заместителĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ – ял хуçалăх министрĕ Ильшат Фазрахманов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов тата районти хуçалăхсен руководителĕсем хутшăннипе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ.
Аургазă районĕн администраци пуçлăхĕ Зуфар Идрисов çурхи уй-хир ĕçĕсем мĕнле пынипе тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинчи ĕçсен лару-тăрăвĕпе паллаштарнă. Вăл халĕ отрасльте кадрсене, техникăна çĕнетессине, тăпран пулăхлăхне сыхласа хăварассине тата сĕт туса илессине пысăк тимлĕх уйăрни çинчен каласа панă. Районта выльăх-чĕрлĕх активлă туянаççĕ, куллен 95-шар тонна сĕт суса илеççĕ. Районти çĕрсем пурте çаврăнăшра, пушă выртаканнисем çук.
Кăçал акмалли çĕрсен лаптăкĕ - 79,2 пин гектар, вĕсенчен тĕштырă тата пăрçаллă культурăсем - 47,9 пин га йышăнаççĕ, çав шутра 18,4 пин га - кĕрхи тырăсем, вĕсенчен 4,5 пин га - пĕтсе ларнă.
Радий Хабиров „Урожай” ОООн производство базине пăхса тухнă, вăл регионăн чи пысăк ялхуçалăх предприятийĕсенчен пĕри пулса тăрать. Предприяти руководителĕ Радик Рафиков 6,5 пине яхăн пуç выльăх шăнăçмалăх выльăх-чĕрлĕх комплексĕ тăвас плансем çинчен каласа панă. Строительствăна инвестицисем 4,25 млрд тенкĕ чухлĕ пулмалла. 200 ытла ĕç вырăнĕ тăвĕç.
Калаçу вăхăтĕнче хуçалăхсен руководителĕсем Радий Хабирова ял хуçалăхне сулмаклă пулăшу панăшăн тав тунă. Регион руководителĕ малашне те агропромышленность комплексне пулăшса пырасси çинчен пĕлтернĕ. Ун сăмахĕсемпе республикăн финанс тата экономика лару-тăрăвĕ çавна тума май парать.
Çаплах Радий Хабиров район руководствипе çил-тăвăл социаллă-культура, ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ объектсене тата уйрăм çуртсене кÿнĕ сиене пĕтерес ыйтăва сÿтсе явнă, инкек тÿснĕ муниципалитетсене пулăшу парасси çинчен каланă. Хальхи вăхăтра район администрацийĕ çил-тăвăл кÿнĕ сиене пĕтерме мерăсем йышăнать, çуртсене йăркене кĕртес ĕç пырать.
Район администрацийĕн материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: