Аургазă хыпарçи
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
11 Апрелӗн 2019, 16:08

Çĕнĕ лаборатори ĕçлеме пуçлать

Пушкăртстанра пыл хурчĕсен чирĕсене тупса палăртас енĕпе куçăмлă лаборатори ĕçлеме пуçлĕ.

Пушкăртстанра апрелĕн 16-мĕшĕнчен республикăри Ветеринари управленийĕн тухса çÿрекен куçăмлă диагностика лабораторийĕ ĕçлеме пуçлĕ.


„Специалистсем пыл хурчĕсен инфекци тата инвазивлă чирĕсене лабораторинче тĕпчеме пыл хурчĕсем суйласа илĕç”, - пĕлтернĕ Ветеринари управленийĕн пресс-секретарĕ Разина Шарипова.


Маларах пĕлтернĕ тăрăх, хурт-хăмăр ĕрчетекенсемшĕн тĕпчев тÿлевсĕр пулĕ.


Пушкăртстанра 335 пин ытла пыл хурчĕн çемйи шутланса тăрать.


Европăри пекех, Российăра пыл хурчĕсен пурнăçĕшĕн ытти вируссемпе пĕрле Varroa destructor эктопаразитла сăвăс пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.


Çĕршывра гибридизаци çÿллĕ шайра пулнипе тата пыл паракан ялхуçалăх культурисене пурне те тенĕ пек, юлашки вăхăтра вăрман зонисенче те, неоникотиноидсемпе тата ытти хăрушă пестицидсемпе интенсивлă ĕçлесе тухнă пирки пыл хурчĕсен иммунодефицичĕ ÿссе пынипе лару-тăру тата йывăрланса пырать.


Массăллă информаци хатĕрĕсен материалĕсенчен.
Читайте нас: