Аургазă хыпарçи
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
29 Мартӑн 2019, 14:03

Кайăк-кĕшĕк грипĕ юнашар

РФ территорийĕнчи чир ертекен кайăк-кĕшĕк грипĕ тĕлĕшпе çивĕч эпизооти лару-тăрăвĕ Пушкăртстан территорине вирус килсе çитес хăрушлăх питĕ пысăк пулнине кăтартать.

2017 çулта 35 вырăнта кайăк-кĕшĕк грипĕ тупса палăртнă, 2018 çулта – 14 субъектра. Кăçал Ростов облаçĕнче чир сиксе тухнă. Воронеж облаçĕнчи икĕ пысăк кайăк-кĕшĕк фабрикинче, ”Птицепром Бобровский” ООО кайăк-кĕшĕк фабрикинче пĕтĕм йыша тĕп тума тивнĕ. Февралĕн 22-мĕшĕнче Челябинск облаçĕнчи „Ситно” компанийĕн икĕ площадкинче А Н9 типлă кайăк-кĕшĕк грипĕн вирусĕн генетика материалне тупса палăртнă. Мартăн 19-мĕшĕнче Киров облаçĕнче кайăк-кĕшĕк какайĕнче çак вирус генне тупнă. Маларах каласа тухнă продукци „Магнитогорский птицеводческий комплекс” ОООн пулнă. Магнитогорск вара пирĕнпе юнашарах.
Кайăк-кĕшĕк грипĕ (классикăлла чума) – хăвăрт ерекен çивĕч чир, вăл килти тата хир кайăк-кĕшĕкĕн сывлав, апат ирĕлтерекен органĕсене сиенленипе, юн кайнипе тата вилеслĕх пысăк пулнипе паллă.
Клиника паллисем: апат çименни, пусăрăнчăк хал, çăмарта тума чарăнни, диарея, хăйăлтатса йывăр сывлани, шăнăр туртни, ÿслĕк, апчхулатни, сăмсинчен юхни, тĕкĕ тăрмаланса кайни. Чăхсен пуçĕ шыçăннине, тĕпекĕ тата алкисем кăвакарнине палăртаççĕ.
Çын чирлĕ кайăкпа хутшăнса, чирлĕ кайăк какайне е çăмартине вĕрилле ĕçлесе тухмасăр çисе кайăк-кĕшĕк грипĕ ертет.
Вирус çирĕплĕхĕ. 70о температурăра 2-5 минут хушшинче вилет, вĕретнĕ чухне вирус тÿрех пĕтет. Вирус дезинфекцилемелли хатĕрсем (формалин, хлор извеçĕ тата ыт.) тĕлĕшпе сисĕмлĕ.
Кайăк-кĕшĕк туяннă чухне ветеринари ăсату докуменчĕсем пурри çинчен тума тивĕçлĕ йĕркепе ыйтăр. Санкцилемен суту-илÿ вырăнĕсенче çăмарта тата кайăк-кĕшĕк какайĕ ан туянăр. Кайăк-кĕшĕк чирĕ пуçланнă е чир пуçланнă тесе шухăшланă мĕнпур тĕслĕхре те, çаплах кайăк-кĕшĕк вилни çинчен Аургазăри ветеринари станцине е 2-19-12, 2-11-54 телефонсемпе пĕлтерме ыйтатпăр. ПР Ветеринари Управленийĕн „хĕрÿ лини” телефонĕ: 88007755828.
В. КИЛЬМУХАМЕТОВ, ветеринари врачĕ-эпизоотолог.
Читайте нас: