Аургазă хыпарçи
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
26 Мартӑн 2019, 12:51

Тимĕр „утсене” таканланă

Районти ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсем техникăна уй-хир ĕçĕсене хатĕрлеççĕ.

„Дружба” СПК мастерскойĕсенче ĕç вĕрет. Ялхуçалăх машинисене пулас техосмотра çине тăрса хатĕрлеççĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсем пуçланас умĕн техникăна гостехнадзор инспекторĕсем тĕрĕслеме тивĕçлĕ.


- Çуракине 50 трактор, çăк турттаракан 45 автомобиль, прицепсем тата агрегатсем явăçтарма планлатпăр. Хĕлле вĕсене çине тăрса юсарăмăр. Ăшă мастерскойсем, вĕсем производство участокĕсенчен нумайрахăшĕнче пур, техникăна хытă сивĕсенче те тивĕçтерсе тăма май параççĕ, - каласа парать хуçалăхăн главнăй инженерĕ Игорь Игнатьев.


Хальхи хăватлă „Бюлер” тракторсем - хуçалăх мăнаçлăхĕ. Çак машинăсем яланхи пек мар. Вĕсене Канадăра пухаççĕ, анчах суту-илÿ марки Российăри „Ростсельмашăн” пулса тăрать. Ака вăхăтĕнче çакăн пек трактор тÿрех пилĕк МТЗ улăштарма пултарать. Дружбăсем нумаях та пулмасть вĕсене юсаса çĕнетме туса кăлараканăн Уфа çывăхĕнче вырнаçнă сервис центрне ăсатнă. „Тракторсен двигателĕсене тĕпрен юсанă, трансмиссине тата ходовой пайне йĕркене кĕртнĕ. Калашле, лашасене таканланă”, - шÿтлет главнăй инженер.


Ака пуçланасси те инçе мар, анчах хуçалăх специалисчĕсем ăна йĕркеллĕ ирттерессине шанса тăраççĕ. Техника 95 процента хатĕр, вак-тĕвек ĕçсем çеç юлнă. Мастерскойсене запас пайсемпе туллин тивĕçтернĕ, механизаторсене – ятарлă тумтирпе. Çунтармалли-сĕрмелли материал туянас тата турттарас ĕç пырать.
Читайте нас: