Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
8 Нарӑсӑн 2019, 18:45

Çĕнĕ лаборатори

Уфара ялхуçалăх культурисен çĕнĕ сорчĕсене тумалли инноваци лабораторийĕ уçăлнă.

Пушкăртстанри государство аграри университетĕнче ялхуçалăх культурисен çĕнĕ сорчĕсене тума инноваци лабораторийĕ уçăлнă. Ку лабораторине пĕтĕмĕшле 8,5 млн тенкĕ ытла тăракан кăткăс технологиллĕ оборудованипе тивĕçтернĕ. Çавăн çинчен БГАУ пресс-служби пĕлтерет.


Магистратсем тата аспирантсем ÿсентăрансен селекцийĕ тата генетика анализĕ тĕлĕшпе ĕçлĕç.


Çамрăк ученăйсем тухăçлăхшăн яваплă генсем – чирсем тĕлĕшпе çирĕп пулни, хĕле лайăх чăтни, ÿсентăран выртни тата таврари хутлăхăн стресс факторĕсем тĕлĕшпе çирĕп пулни - тумалли хăнăхусем илĕç. Çак хăнăхусем вăйлă çилсене, типĕсене тата тăвăлсене тÿссе ирттерме пултаракан сортсем тума май парĕç.


Массăллă информаци хатĕрĕсенчен.
Читайте нас: