Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
1 Нарӑсӑн 2019, 13:29

Фермăра ĕç кал-кал пырать

Чăваш Хурамал ялĕнчи çĕнетнĕ ĕне ферми чăн-чăн комплекс пулса тăнă, кунта выльăха хĕл каçармалли тапхăр ăнăçлă пырать.

Вырăнти ялхуçалăх предприятийĕ „Салават” хресчен-фермер хуçалăхĕпе пĕрлешнĕренпе çулталăк ытла иртрĕ ĕнтĕ. Çак вăхăт хушшинче фермăра пысăк улшăнусем пулса иртнĕ. Çумĕнчи территорипе тата машина паркĕпе пĕрле фермăна комплекс теме пуçланă, заведующине вара – управляющи тесе чĕнме.
Пăру витине юсанă. Ĕне витисенчен пĕринче, тăррине улăштарса тата чÿречесем лартса тултан юсанисĕр пуçне, оборудование пĕтĕмпе çĕнетнĕ. Сĕт провочĕ ирттернĕ, тислĕк кăлармалли тата шăвармалли автоматла системăсем, сĕт сивĕтмелли çĕнĕ хатĕр вырнаçтарса лартнă.
- Сĕт сивĕтмелли танк шăнăçулăхĕ 10 тонна. Пирĕн 248 ĕнешĕн çителĕклĕ, тата вырăн юлать. Çакăн пеккине сыхă ятне илтĕмĕр. Кăçал сăвакан ĕнесен йышне тата 120 пуçа пысăклатма шутлатпăр. Вĕсен сĕчĕпе уйрăмлăха пĕтерсе пырăпăр, - каласа парать малашлăх планĕсем çинчен Николай Алексеев управляющи.
Фермăра кашни кун тенĕ пек ĕнесем пăрулаççĕ. Пĕр кунхине вунă пăру та пулать. Осеменаторсем план тăрăх лайăх ĕçлеççĕ. Мăйракаллă тĕрлĕ ăратлă шултра выльăх кĕтĕвне (пурĕ 700 пуç) пысăк тухăçлă хура-ула ăратпа майĕпен ылмаштарса пыраççĕ. Пăрусене тÿрех чип лартаççĕ. Ятарлă компьютер программисем тин çуралнă пăрусен биографине, вĕсен йăх тымарне тĕрĕслесе тăраççĕ. Ферма специалисчĕсем выльăх мĕнле ăратран пулнине, унăн йăхĕнчи выльăх-чĕрлĕх тухăçлăхĕн кăтартăвĕсене пĕлме пултараççĕ. Виçе пухнă вăкăр пăрусене „Салават” ХФХн Кĕçĕн Нагадакри самăртмалли площадкăна куçараççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем ăшă витесенче ĕçлеççĕ. Ĕçе хаваспах çÿреççĕ. Унчченхи йывăрлăх лару-тăрăвĕ тĕпрен улшăннă.
- Лайăх ĕç укçи илетпĕр, 25-30-шар пин тенкĕ. Яланах вăхăтлă тÿлеççĕ. Графика çирĕп пăхăнса ĕçлетпĕр. Хуçалăх руководителĕ Василий Федоров пурте каннине, отпуска вăхăтлă кайнине хăй асăрхаса тăрать. Пире валли кану пÿлĕмĕ оборудованилерĕç. Ĕçе механизациленĕ. Унчченхи пек выльăх апатне витрепе салатмалла мар тата сĕт сума бидонсемпе çÿремелле мар, - тет машинăпа сăвакан пысăк стажлă оператор Ирина Умова.
Кадрсем тĕлĕшпе проблема çук. Чăвашхурамалсенчен нумайăшĕ çакăн пек условисенче ĕçлесшĕн. Кÿршĕ ял-сенчен те ĕçлеме çÿреççĕ.
Тĕп предприяти пулăшнипе выльăх апачĕсен пысăк запасне тума пултарнă, вăл çуллаччен çитĕ. Ĕнесене, унчченхи пек, утă тата улăм çитермеççĕ. Рациона тулли пахалăхлă апат хутăшĕсем тата хушма апат кĕртнĕ. Çакă тухăçлăх çинче хытă палăрнă. Унччен, ĕнесен йышĕ пысăк чухне, талăкне виçшер тонна сĕт суса илнĕ. Çавна лайăх кăтарту тесе шутланă. Халĕ кĕтÿ стабиллĕ тăватшар тонна парать. Пĕр пайне пăрусене ĕçтерме яраççĕ. Ыттине реализацилеççĕ.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен планĕсем пысăк. Çĕнĕ кĕтĕве вырнаçтарма çулла корпуссенчен пĕрне юсасшăн. Тепĕр корпусĕнче пăру вити тăвĕç, унта пăрулаттармалли уйрăм та пулĕ.
Читайте нас: