Индокăвакал хăвăрт ĕрчекен кайăк. Вăл, лайăх услови пулсан, çулталăкне 3-4 хутчен те чĕпĕ кăларма пултарать. Килти хуçалăхра ытларах чухне 2-3 хутчен пусма лартаççĕ. Хĕллехи вăхăтра пирĕн тăрăхра чĕпĕсене пăхма кансĕртерех. Индокăвакалăн тăван çĕршывĕ Кăнтăр Америка. Унта вĕсем çулталăкĕпех чĕпĕ кăларма пултараççĕ.
Ăна çăмарта тума хÿтлĕхлĕ йăва туса памалла. Çуркунне 20 яхăн çăмарта тăвать. Пусма ларас умĕн тĕкне тăпăлтарма пуçлать. Йăвана ыраш улăмĕ хурса памалла – вăл питех тĕпренмест. Çăмартасем хăма çине тухса выртасран йăва тĕпне кивĕ пальторан ватин татăкĕ касса илсе сарса памалла. 35 кун пусса ларать. Вăл лайăх амăшĕ, анчах чĕпписене ăшăтса ларма пĕлмест. Чĕпĕсем ун патне пуçтарăнаççĕ, хырăм айне, çунат хушшине пуçĕсене чикеççĕ, кĕлеткисем çарах юлаççĕ, амăшĕ ура çинче тăрать. Çакă, ахăртнех, индокăвакалăн тăван çĕршывĕнче яланах ăшă пулнипе çыхăннă. Унта вĕсене ăшăтмалла мар-çке. Çавăнпа чĕпсем пĕчĕк чухне витере 22 градуса яхăн ăшă кирлĕ.
«Çемье» дисциплини çирĕп. Апат хурса парсан чи малтан амăшĕ сăхать, унтан çеç ыттисем çиме пуçлаççĕ. Индокăвакалсене пĕр-пĕринчен уйăрма юрамасть. Вĕсем апат çими пулаççĕ. Ют çын пырсан, урăх вырăна куçарсан, вырăнти япаласене ылмаштарсан та хытă пăлханаççĕ. Çавăнпа та кайăксене, уйрăмах чĕпĕ кăларса ÿстернĕ вăхăтра, пăлхатмалла мар. Амăшне чĕпписемпе пĕр уйăх тытсан çитет. Амана урăх картана куçармалла. Чĕпписене хăнăхнă вырăнтах хăвармалла. Кĕçех ама лăпланать, тепĕр уйăхран каллех çăмарта тума пуçлать. Иккĕмĕш хутĕнче сахалрах çăмарта тăвать. Пăхас вăрттăнлăхсене пĕлсен индокăвакал тупăшлă.
Массăллă информаци хатĕрĕсенчен.