Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
22 Кӑрлач 2019, 14:19

Асавпуçсем çулсерен пысăк тупăш илеççĕ

Ĕне фермин коллективĕ сĕт суса илес енĕпе пысăк результатсем тунă.

„Дружба” СПКра халĕ тăватă ĕне ферми ĕçлет. Асавпуçсем çулталăк итогĕсемпе лидерсем пулса тăраççĕ. Кунта пĕр ĕнерен вăтамран 6656 килограмм сĕт суса илнĕ. Çакă умĕнхи çулхинчен 316 килограмм нумайрах.
- Çитĕнÿ вăрттăнлăхĕ, чи малтан, пирĕн коллектив туслă тата пĕрлĕхлĕ пулнинче. Пурте пĕр-пĕрне пулăшаççĕ, - хуравлать пирĕн ыйту çине СПК председателĕ Зилавир Максютов. – 38 çын, фермăра 10-20- шер çул ĕçлеççĕ. Хăйсен çăмăл мар ĕçĕшĕн вĕсем пурте мухтава тивĕçлĕ.
Ферма заведующине Валентин Николаева кунта хисеплеççĕ. Вăл хушнине тумаллах. Выльăх- чĕрлĕх ĕрчетекенсем вăл пĕрлехи ĕçшĕн пĕтĕм чунтан тăрăшнине тата пăхăнса тăракан çынсенчен те çавнах ыйтнине пĕлеççĕ.
- Ыттисенчен ыйтас тесен, ĕçре хăвăн лайăх пулмалла. Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем – тÿрĕ çынсем, çитменлĕхсем çинчен куçранах калама пултараççĕ. Коллективра, чи малтан, ĕçченлĕхе тата пĕр-пĕрне пулăшнине хаклаççĕ, - каласа парать Валентин Николаевич.
Заведующине пулăшакансемпе ăннă. Анатолий Трифонов осеменатор – пысăк квалификациллĕ специалист. Осеменаторсен республика конкурсĕн çĕнтерÿçи тата пĕтĕм Российăри конкурс призерĕ. Çамрăклăхра вăл нефтяник пулса ĕçленĕ, пурнăç ĕçне вара ял хуçалăхĕпе çыхăннă профессинче тупнă.
Надежда Иванова лаборант-учетчик хăйĕн ĕçне пĕлес енĕпе арçынсене парăнмасть. Кам та пулин ÿрĕк-сÿрĕк ĕçлесен, канăç памасть. Çирĕп кăмăллă çын. Машинăпа сăвакан оператор та, осеменатор-зоотехник та пулса ĕçленин опычĕ пур. Кирлĕ пулсан, кирек хăш транспорт рулĕ умне ларма пултарать. Хăйĕн çăмăл автомобилĕ пулнипе вăл планласа хунине кун хушшинче туса ĕлкĕрет. Çакăн пек яваплă ĕçре ĕçленисĕр пуçне, вăл тата ултă хĕрача амăшĕ те вĕт. Надежда Демьяновна хăйне пенси ĕçлесе илнĕ ĕнтĕ, анчах тивĕçлĕ канăва кайма шухăшламасть-ха. Ферма еннелле çул уншăн çав тери тăван тата яланхи пулса тăнă, урăхла пулма та пултараймасть пек туйăнать.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем хăйсен ĕç вырăнне хаклаççĕ. Пĕр коллективра мăшăрсем те ĕçлеççĕ. Тĕслĕхрен, Николай тата Галина, Петр тата Наталья, Георгий тата Ирина Николаевсем, Алексей тата Лариса Егоровсем, Николай тата Алина Кирилловсем, Анатолий тата Ирина Трифоновсем, Михаил Кириллов тата Разина Ахтариева. Трактористсем, выльăх пăхакансем, машинăпа сăвакан операторсем – выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Халĕ машинăпа сăваççĕ, анчах фермăра халлĕхе сĕт провочĕ çук-ха (сăвакан ĕне 311 пуç). Ăна тунă хыççăн ĕç вырăнĕсене чакарĕç.
Нумайăшĕ кунта шкул пĕтернĕ хыççăнах ĕçлеме килнĕ, коллектива хутшăннă, наставниксене тĕл пулнă тата вĕсенчен тĕслĕх илнĕ. Халĕ вĕсем пурте пĕрле – туслă пысăк çемье.
Читайте нас: