- Юрий Николаевич, ял хуçалăхĕнче сезонлă ĕçсен черетлĕ тапхăрĕ пуçланчĕ. Механизаторсем халĕ мĕнле ĕçсем тăваççĕ?
- Ноябрь вĕçĕнче ялхуçалăх машинисене хĕлле упрама лартнă. Предприятисенче пуринче те техника çитменлĕхĕсене тупса палăртасси тата юсасси пырать. Усă куракан запас пайсен пахалăхне тĕрĕслеççĕ. Тĕпрен илсен, ĕçсен тĕп пайне ăшă çуртсенче пурнăçлаççĕ. Механизаторсем валли чи лайăх ĕç условийĕсем "Урожай" СПра тата "Дружба" СПКра тунă. "Ишлĕри РТП"ра ("Урожайăн" хушма предприятийĕ) хĕллехи тапхăра уйрăм лару-тăру йĕркеленĕ. Кунта 3,5 пин тăваткал метр ытла лаптăклă газпа хутса ăшăтакан тата лайăх çутатнă мастерской ĕçлет. Пĕр вăхăтра тĕрлĕ техникăн 20 ытла единицине юсаççĕ. Юсанă машинăсене юлашки икĕ-виçĕ çулта ятарласа туса ĕçе кĕртнĕ ангарсене упрама лартаççĕ.
Хресчен-фермер хуçалăхĕсенчен нумайрахăшĕ пысăк мар, анчах хутса ăшăтакан тата кирлĕ мĕнпур инвентарьпе тата оборудованипе тивĕçтернĕ мастерской туса лартать. Çакăнтан юсав пахалăхĕ те ÿсет. Тата çитес çулхи ака кампанине фермерсем лайăх хатĕрленĕç.
- Пирĕн районти ялхуçалăх предприятийĕсенче техника мĕн чухлĕ?
- Паянхи кун тĕлне агропромышленность комплексĕнче 390 трактор шутланса тăрать (çав шутра хăватлă 46 трактор), тырă пухса кĕртекен 90 комбайн, хăй çÿрекен 5 косилка, тымарçимĕç кăларакан 10 комбайн, хăй çÿрекен 8 опрыскиватель, груз турттармалли 145 автомобиль. Пирĕн хуçалăхсен техника тивĕçтерĕвĕ районĕпе вăтамран 100 га ана пуçне 148 лаша вăйĕ тивет, çакă республикипе вăтам пĕлтерĕшрен кăшт сахалрах.
Ялхуçалăх техникин паркĕ юлашки çулсенче хальхи тракторсемпе тата комбайнсемпе пуянланса пырать. 2015 çулта хуçалăхсем 101,4 млн тенкĕ пĕтĕм суммăлăх техникăн 40 единицине туяннă, 2016 çулта - 198,3 млн тенкĕлĕх 88 единица. Иртнĕ çулта - 190,2 млн тенкĕ суммăлăх 83 единица. Кăçал вара çак сумма рекордлă пулса тăнă. Предприятисем тата хресчен-фермер хуçалăхĕсем 292,8 млн тенкĕлĕх 66 ялхуçалăх машини туяннă.
Хресчен-фермер хуçалăхĕсен активлăхĕ ÿснĕ. Фермерсем кăçал 7 млн тенкĕ ытла суммăлăх техника туяннă. Унччен çак цифра 3 млн тенкĕрен иртместчĕ.
- Аграрисем ялхуçалăх техники туянма хывакан укçа каппăл ÿсни мĕнпе çыхăннă?
- Техника тата оборудовани туянма кайнă тăкакăн пĕр пайне ПР бюджетĕнчен саплани пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать.
ПР Ял хуçалăх министерствин приказĕпе çирĕплетнĕ регион бюджетĕнчен субсидилекен техника списокне анлăлатнă. Çак çултан пуçласа дизель топливипе ĕçлекен çăк турттаракан КамАЗ автомобильсем тата вĕсен прицепĕсене туянмашкăн субсидилеме тытăннă.
Ялхуçалăх таварĕсем туса илекенсем хăйсем те хальхи пурнăçра вăхăтпа тан аталанмаллине тата чи тухăçлă технологиллĕ техникăн çĕнĕ тĕсĕсемпе активлăн усă курмаллине ăнланма тытăнчĕç. Хальхи пĕр трактор унчченхи темиçе кивĕ моделе улăштарни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Яланхи пек, çĕнĕ техника топливо сахалрах тăкаклать. Çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсем ÿссе пынă условисенче çакă та пĕчĕк пĕлтерĕшлех мар фактор.
Малалла аталанма районта çителĕклĕ лайăх потенциал пурри çинчен калама юрать. Аграрисен ĕçлес хавалĕ ытларах рынок лару-тăрăвĕнчен, вĕсен продукцийĕн туяну хакĕнчен килет. Вĕсем вара халĕ иртнĕ çулхисенчен нумай пысăкрах. Государство паракан пулăшупа пĕрле çакă пирĕн районти аграри секторĕн тăкакĕсем сапланассине тата вăл стабиллĕ аталанассине чăн шанăç кĕртет.