Аургазă хыпарçи
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
13 Декабрӗн 2018, 18:04

Районти выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçе укçа-тенкĕпе пулăшĕç

Государство пулăшăвĕн мерисем çинчен ПР ял хуçалăх министрĕ Ильшат Файзрахманов каласа пачĕ.

Районта иртнĕ зонăри семинарта министр выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçĕн итогĕсене турĕ.


- Паянхи кун выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçĕн малашлăхĕ лайăх. Унăн аталанăвĕ валли республика бюджетĕнчен 2 млрд тенке яхăн уйăрса панă, - пĕлтерчĕ вăл.


Позитивлă тĕслĕх вырăнне И. Файзрахманов «Урожай» СП ĕçне илсе кăтартрĕ, семинар унăн никĕсĕнче иртрĕ. Кунта 5200 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытса усраççĕ, çав шутра 2175 ĕне. 11 уйăхра предприяти 16 пин те 651 тонна сĕт туса илнĕ.


Çывăх çулсенче хуçалăхра ПР чи пысăк ĕне комплексне тăвас енĕпе инвестпроекта реализацилеме планлаççĕ. Министрăн сăмахĕпе, ăратлă выльăх тата оборудовани туянма тăкаксен пĕр пайне вăйра тăракан пулăшу программисен йĕркипе федераллă бюджетран саплаштарĕç.


Р. АБДРАХМАНОВ, ял хуçалăх управленийĕн выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тата уй-хир ĕçне илсе пырас енĕпе пай начальникĕ.
Читайте нас: