Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
11 Декабрӗн 2018, 16:22

Пушкăртстанри чи пысăк фермăна Болотинăра тăвĕç

ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Аургазă районĕнче ĕне комплексĕ тăвас енĕпе пысăк проекта пăхса тухнă.

"Урожай" СПра çĕнĕ объекта ĕçе кĕртес енĕпе плансем çинчен кăçал çуркунне пĕлтернĕччĕ. Проектпа çак

кунсенче Радий Хабиров интересленнĕ. "Инвестици сехечĕ" форматпа иртнĕ тĕлпулура ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн Зуфар Идрисовăн тата ялхуçалăх предприятийĕн руководителĕн Радик Рафиковăн сĕнĕвĕсене итленĕ.
Комплекс Болотино ялĕнчен инçетре мар вырнаçасси паллă пулса тăнă (маларах Ишлĕри комплекс никĕсĕнче уçма шутланă). Сăвакан ĕнесен йышне 6530 пуç таран (халĕ 2400), çамрăк выльăхсен - 2980 пуç таран (халĕ 1000) çитерме планлаççĕ. 117 ĕç вырăнĕ тума тивĕçлĕ. Проекта хывакан инвестици калăпăшĕ - 4 млрд тенкĕ ытла.
Радий Хабиров ПР правительствине инфраструктура енĕпе чи лайăх решени тăратма хушнă. Проекта март уйăхĕнче малалла пăхса тухма палăртнă.
Читайте нас: