ПР Ял хуçалăх министерствин даннăйĕсем тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа пĕр ĕне пуçне сăвăм декабрĕн 5-мĕшĕ тĕлне 5 пин те 20 кг пулнă. Иртнĕ çулхинчен 284 кг нумайрах.
Чи лайăх кăтартусем - Учалă районĕн. Кунта пĕр ĕнерен сăвăм 8 тонна яхăн пулнă. Аургазă, Кăрмăскалă тата Чекмагуш районĕсенче 6 тоннăран иртнĕ. Республикăн тата 13 районĕнче пĕр ĕне пуçне сăвăм пилĕк тоннăран иртнĕ.
Районта сăвăм тăрăх рекордлă кăтартусем "Урожай" СПра. Предприятинче пĕр ĕнерен 9 тонна ытла сĕт суса илнĕ. Иккĕмĕш вырăнта - "Салават" ХФХ. Кунта кашни ĕнерен 6,8-шар тонна сĕт суса илнĕ.