Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Ял хуçалăхӗ
28 Сентябрӗн 2018, 22:45

Тупăшлă, анчах нумай вăй хумалли

«Салават» ХФХ ĕçченĕсем пĕрремĕшсем пулса пылак ĕççине пуçăннă.

Погрузчик машинисчĕ Юрий Сухарев: «Лайăх тухăç çитĕнтертĕмĕр!»
Погрузчик машинисчĕ Юрий Сухарев: «Лайăх тухăç çитĕнтертĕмĕр!»
Районти сахăр кăшманĕ çитĕнтерекен хуçалăхсем ăна кăларса пухма тытăннă. Пĕрремĕшсем пулса «Салават» ХФХ ООО ĕçченĕсем ĕçе пуçăннă. Кунта пылак культурăн анисем 420 гектар йышăнаççĕ. Эпир килнĕ кунхине Треппелпе Кĕçĕн Нагадак ялĕсем хушшинче вырнаçнă кăшман плантацийĕнче ĕç хĕрсе пыратчĕ. Кунта йышлă техника ĕçлетчĕ: чи малтан, вăл кăшман кăларакан хăватлă «Кватро» комбайн, икĕ погрузчик, тиеме черет çитессине кĕтекен КамАЗсем.


- Эпир кăшмана эрне каярах кăларма пуçларăмăр, - каласа пачĕ пире ана хĕрринче дежурствăра тăракан хуçалăхăн главнăй агрономĕ Константин Храмов. – Паянхи кун тĕлне 150 гектара яхăн пухса илтĕмĕр. Халлĕхе тухăç пĕр гектартан 370 центнер пулчĕ. Кăшман хаман та ÿссе виçине пухать, çавăнпа та тухăçа пухса пĕтернĕ тĕле ку цифра пысăкрах пуласса шанатпăр.


Валерий Кудряшов тата Сергей Федоров опытлă комбайнерсем, пĕр-пĕрне улăштарса, икĕ сменăпа ĕçлеççĕ. Талăкне çирĕме яхăн гектар кăлараççĕ. Мелеузри сахăр заводне куллен тымарçимĕçпе 20 ытла автомашина ăсатаççĕ. Погрузчиксем çинче Андрей тата Юрий Сухаревсем пĕр чарăнусăр ĕçлеççĕ. Пурĕ 2 пин тонна турттарса тухнă. Механизаторсене кунне виçĕ хутчен апатлантараççĕ.


- Хальхи вăхăтри техникăпа ĕçлеме кăмăллă. Совет вăхăтĕнчи киввипе танлаштарма çук, - калаçăва хутшăнать вăтăр ытла ĕç стажĕллĕ комбайнер Валерий Кудряшов. – Кабинăра таса, ăшă, çутă. Борт компьютерĕ, кондиционер, магнитола пур. Ăна тытса пыма та, çăмăл машинăпа пынă пек, ансат.


Салаватсем нумай çул тăршшĕне кăшман çитĕнтереççĕ, ăна тупăшлă, анчах та нумай вăй хумалли культура тесе шутлаççĕ. Кăçал, сăмахран, пысăк тухăçлă «ванити», «крокодил», «шериф» гибрид сорчĕсене акнă. Сезон тăршшĕне виçĕ хутчен азот-фосфор, кали удобренийĕсемпе апатлантарнă, ретсем хушшине ĕçлесе тухнă, тăпрана аммиак селитрине хывса хими меслечĕпе ĕçлесе тухнă. Пылак культурăна туса илмелли пĕтĕм технологине çирĕп пăхăнаççĕ, çавăнпа та тĕлĕнмелли çитĕнÿсем тăваççĕ. Хуçалăхăн кăшман ăстисене район тата республика шайĕнче пĕр хутчен кăна мар тĕрлĕрен наградăсемпе палăртнă.


- Паянхи кун чи пĕлтерĕшли - çанталăк лайăх тăни, эпир вара пĕтĕмпех вăхăтра тата тăкаксемсĕр пухса илме тăрăшăпăр, - теççĕ механизаторсем.


Хуçалăхра кăшман пухса илнипе пĕр вăхăтрах ытти агрономи ĕçĕсене те тăваççĕ: çĕртме сухалаççĕ, тăпрана дисклаççĕ, тарăн кăпкалатаççĕ, кукурузăна силоса хываççĕ. Çитес эрнере ĕççыннисем хĕвелçаврăнăш пухса илме тытăнасшăн.
Читайте нас: