Чирлесе ирттернĕ çыннăн плазми халĕ коронавируспа чирлекен çынсем валли кирлĕ. Республикăра плазмăпа ăнăçлă усăланнин результачĕ пур та ĕнтĕ. Уфара врачсем covid-19 вируспа чирлекен пациентăн пурнăçне çăлса хăварнă, чирлесе ирттернĕ çыннăн плазмине янă хыççăн ăна ИВЛ аппарачĕ айĕнчен кăларнă.