Ҫулпуҫ кандидачӗ чӑваш пулни нумайӑшне лӑплантарчӗ.
Олег Алексеевич Николаев 1969 ҫулхи декабрĕн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикине кӗрекен Хӗрлӗ Чутайран 25 ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ.
1985 ҫулта Шупашкарти Строительство техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ, 1998 ҫулта Чӑваш государство университетӗнчен "Предприятисен экономики тата услам ӗҫӗ" специальность илсе тухать.
1989-1991 ҫулсенче салтакра пулнӑ.
Ӗҫ биографийӗ анлӑ. 1991 ҫулта Шупашкарти "Монолитстрой" производствопа строительство пӗрлешӗвӗнче монтажникра ӗҫлет. 1992-1996 ҫулсенче "Бодигард" тулли мар яваплӑхлӑ пӗрлешӳре водитель пулса, "Текстильмашра" хӑрушсӑрлӑх службин специалистӗнче, "Восход-1" ТОО-ра тӗп бухгалтер пулса, унтан "Спецсвязьстрой" тулли мар яваплӑхлӑ пӗрлешӳре тӗп бухгалтерта ӗҫлет.
1996-2000 ҫулсенче "Телефон строй" хупӑ акционерлӑ обществора директор заместителĕ пулса, 2000-2002 ҫулсенче Пӗчӗк бизнесӑн лизинг компанийӗн директорӗнче, 2002-2004 ҫулсенче ЧР Экономика аталанӑвӗн тата суту-илӳ министерствин услам ӗҫне аталантаракан департаментӑн пуҫлӑхӗнче, унтан министрăн заместителĕ пулса тӑрӑшнӑ.
2004-2008 ҫулсенче "Телефонстрой" директорӗн ҫумӗ, "АЛЗА" тулли мар яваплӑхлӑ пӗрлешӳре директорӑн экономикӑпа финанс енӗпе заместителĕ пулса ӗҫленӗ. 2008-2009 ҫулсенче Олег Николаев Мускаври Халӑхсем хушшинчи сотрудничество центрӗн директорӗ – "Раҫҫейри регионсен банкӗсен ассоциацийӗн" коммерцилле мар организацин халӑхсен хушшинчи ҫыхӑнусен центрӗн директорӗ. 2009-2013 ҫулсенче Мособлбанкӑн Шупашкарти 19 номерлӗ филиалӗн директорӗ. 2011 ҫулта ЧР Государство Пухăвĕн депутатне суйланать. 2013-2015 ҫулсенче" Открытие" банкӑн проектне ертсе пырать, каярах «Ханты-Мансийский банк Открытие» проекта ертсе пырать.
2015 ҫулта "Справедливая Россия" партирен Шупашкар хулинчи депутатсен пухӑвне суйланать, мандат илме килӗшмест. Ҫав вӑхӑтрах ЧР Пуҫлӑхӗн суйлавӗсенче хутшӑнать, унта Михаил Игнатьевран иртеймест.
2016 ҫулта "Справедливая Россия" партирен РФ Государство Думине суйланать. Январӗн 22-мӗшӗнче ӑна Государство Думинчи Национальноҫсен ӗҫӗсен комитечӗн председательне лартаҫҫӗ. Ҫак должноҫа нумайӑшӗ Николаевӑн трамплинӗпе танлаштарать. Мӗншӗн тесен январӗн 29-мӗшӗнче ӑна ЧР Пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама сӗнчӗ Президент.