„Эпир республикăн 2024 çулчченхи аталану стратегине палăртакан документ хатĕрлетпĕр. Ку пысăк пĕлтерĕшлĕ документ. Ăна правительство аппарачĕ хатĕрлет. Сентябрĕн 19-мĕшĕнче эпир республика Пуçлăхĕ должноçе йышăннипе çыхăннă мероприятисем ирттерĕпĕр. Çавăн чухне эпĕ унпа паллаштарăп. Унта правительствăна тата муниципалитетсен пуçлăхĕсене хушусем пулĕç. Эпир çак документа пăхăнса малалла аталанăпăр,” – тенĕ Радий Хабиров.