Аургазă хыпарçи
+18 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Власть
30 Августӑн 2019, 18:10

Дебатсем пуриншĕн те усăллă пулĕç

Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров дебатсене хутшăнĕ.

Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров "Facebook" социаллă сетьри хăйĕн страницинче дебатсене хутшăнасси çинчен пĕлтернĕ.
Дебатсем сентябрĕн 5-мĕшĕнче 19.30 сехетре иртĕç, вĕсене темиçе телеканалпа тата "Вконтакте", "Facebook" социаллă сетьсенче, "YouTube" каналпа курма май пулĕ.
Радий Хабировăн сăмахĕпе, вăл малтан дебатсене хутшăнса вăхăта сая ярасшăн пулман. Анчах та çынсемпе хутшăннă май аудиторипе тÿреммĕн хутшăнсан ĕçлеме тата информаци илме çăмăлрах пулни çинчен пĕтĕмлетÿ тунă.
ПР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ дебатсене хутшăнни унта хутшăнакансемшĕн те, сăнавçăсемшĕн те усăллă пулĕ тесе шутлать.
„Тĕрĕссипе, çакна мĕнле тумаллине пĕлместĕп, çавăнпа кĕнеке туянтăм, ăна лайăх тесе шутлаççĕ. Хатĕрленетĕп”, - тесе çырнă Радий Хабиров "Facebook" сетьри хăйĕн страницинче.
Читайте нас: