Аургазă хыпарçи
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Власть
19 Апрелӗн 2019, 10:43

Халăхшăн вăй хурасси çăмăл ĕç мар

Муниципаллĕ работникăн кунĕ умĕн „Аургазă хыпарçин” корреспонденчĕ Бишкаин ялсовечĕ ял тăрăхĕн ĕçсен управляющийĕпе Зинаида Ивановапа калаçрĕ.

Зинаида Иванова хăйĕн ĕçĕнче чи опытлă работниксенчен пĕри. Ăна ялйыш хисеплет, ытти ялсовечĕсенчи ĕçтешĕсем унран канаш ыйтаççĕ.
Зинаида Васильевна хăйĕн ĕçĕ çинчен çăмăллăн тата ирĕклĕн каласа парать. Çын хăйĕн вырăнĕнче пулни тÿрех курăнать. Вăл муниципаллĕ сферăра 13 çул ĕçлет. Çавăнччен сакăр çул Бишкаинти почта уйрăмĕн начальникĕ пулса тăрăшнă. Вырăнти власть органне ăна ялсовечĕн работникĕсем йыхăрнă. Унăн ĕç кĕнекинче çаплах çырса хунă: „Ял тăрăхĕн работникĕсем ыйтнипе урăх ĕçе куçарнă йĕркепе ĕçрен кăларнă”.
Юрист та, психолог та, коммунальщик та...

- Ялсовечĕн управляющийĕ пуласси çăмăл мар ĕç. Юрист та, психолог та, коммуналлă хуçалăх ĕçченĕ те пулмалла. Пирĕн пата шалти ĕçсен органĕсенчен, прокуратурăран запроссем, тĕрмесенчен çырусем килеççĕ. Çаплах нотариус пурнăçлакан ĕçсем те тăватпăр. Кунта юридически пĕлÿсĕр йÿнеçтерме çук. Ял çыннисем хушшинче те тавлашусем сиксе тухаççĕ. Вĕсем тĕрĕслĕх шыраса ялсоветне килеççĕ. Пирĕн мисси – çынсене мирлештересси, сутлашассинчен пăрса ярасси. Эпир çавна тума пултаратпăр, - хăйĕн ĕçĕ çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа парать муниципаллĕ служащи.

Унăн ĕç кунĕ вăл хăйĕн хапхинчен тухсанах пуçланать. Ял тăрăхĕнче коммуналлă служба çук, çавăнпа та вăл ялти йĕркелĕх тата тасалăх кашни çын çутçанталăк çине чĕрĕ система çине пăхнă пек пăхнинчен, ял çыннисен экологи культури мĕнле аталаннинчен килет тесе шутлать. Çавăнпа хăйĕнпе пĕрле хутаç илет, ĕçе кайнă тата таврăннă чухне çул çинче тĕл пулакан çÿп-çапа çавăнта пухса пырать.
- Урăхла пултараймастăп. Çакă манăн юнра ĕнтĕ, - тет вăл.
Бишкаин – çамрăксен ялĕ

Бишкаин ялсоветне пилĕк ял кĕрет: Пушкинский хутор, Белогор ялĕ, Белогор хуторĕ, Поташевка, Бишкаин ялĕсем, юлашкинче, унăн административлă центрĕнче, халăхăн пысăкрах пайĕ пурăнать - 1200 çын. Çын пурăнман ялсем те пур. Тĕслĕхрен, Пушкинский хуторта пĕр çын та çук. Çакна пăхмасăр, ял тăрăхĕнчи демографи лайăх коэффициентпа пырать – çураласлăх вилеслĕхрен ытларах. Апла пулсан, ял ăнăçлă тата çамрăксене илĕртет. Кунта нумай ачаллă 46 çемье ача пăхса ÿстерет. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта пилĕк ача çуралнă, пĕр çын вилнĕ. Зинаида Васильевнан сăмахĕ тăрăх, кашни çул 20 яхăн ача çуралать.
- Питĕ шел, хăшпĕр программăсем пурнăçа кĕмеççĕ. 2015 çулта эпир Бишкаин ялĕнчи урамсене газификацилес енĕпе республикăри тĕллевлĕ инвестици программине (РАИП) кĕтĕмĕр, анчах пиртен килмен сăлтавсене пула ĕç тăсăлчĕ. Çакăн пек те пулать. Паллах, çав урамсенче пурăнакансем умĕнче аван мар, - кулянса калать З. Иванова.
«Айккинчен пирĕн ĕç курăнмасть...»

Граждансем ун патне кашни кун тĕрлĕ выписка илме килеççĕ. Управляющи вĕсене яланах вăхăтлă, кунне 15-20-шер справка, çырса парать.
- Айккинчен эпир мĕн туни курăнмасть. Эпир яланах компьютер умĕнче ларатпăр е мĕн-тĕр çыратпăр. Управляющийĕн тивĕçне пурнăçланă çынсем вара çакă питĕ йывăр ĕç тесе калаççĕ. Çитменнине, компьютерланă пирки çĕнĕ программăсене вĕренме тивет. Хăшпĕрисене эпĕ пĕлетĕп ĕнтĕ, хăшĕсене вара халлĕхе вĕренетĕп, - йăл кулса калать вăл.
Çемье шанчăклă тыл

Кăткăс компьютер программисене пĕлсе çитме ăна ывăлĕсем килне таврăнсан пулăшаççĕ. Канмалли кунсенче вĕсем унпа пĕрле ĕçе каяççĕ, амăшне вĕрентеççĕ. Упăшкипе, Федорпа, вĕсем виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Аслă ывăлĕ, Николай, Пушкăрт государство аграри университетне пĕтернĕ. Халĕ Çурçĕрте инженер-электрикра тăрăшать, хĕрĕ Ольга – пулас гинеколог акушер, Пушкăрт государство медицина университечĕн ординатуринче вĕренет, кĕçĕнни, Илья, - Уфари авиаципе техника государство университечĕн студенчĕ. Ачисем шкулта пурте лайăх вĕреннĕ, аслă шкулсене бюджет никĕсĕнче вĕренме кĕнĕ. Зинаида Васильевна шанчăклă тылшăн, ăнланнăшăн тата пулăшнăшăн хăйĕн çемйине тав тăвать. Унăн нормăламан ĕç кунĕ вĕт.
- Халăхшăн вăй хурасси йывăр ĕç. Вăл пахалăхлă пултăр, результатсем патăр тесен çывăх çынсем, хăйсен тăван ялĕшĕн чунтан тăрăшакан ялйыш енчен пулăшу кирлĕ, - пĕтĕмлетрĕ районти чи лайăх ĕçсен управляющийĕсенчен пĕри.
Читайте нас: