Аургазă хыпарçи
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Власть
21 Декабрӗн 2018, 17:34

Ыттисенчен лайăхрах ĕçлемелле

Пушкăртстанăн Госпухăвне-Курултайне янă çырăвĕнче республика руководителĕ Радий Хабиров регионăн тĕп «ÿсĕм вырăнĕсене» палăртрĕ

Уфари Конгресс-хола итлекенсем пухăнчĕç. Вĕсем пачах та ялан кăмăлсăр тата çирĕп ыйтакан депутатсем марччĕ. Пуçлăха итлеме кĕтмен çынсене чĕннĕччĕ. Акă республикăн пĕрремĕш президенчĕ Муртаза Рахимов, зал ăна унчченхи вăхăтсенчи пек ура çине тăрса кĕтсе илчĕ, акă иккĕмĕшĕ – Рустэм Хамитов. Пĕрремĕш ретĕн кĕтессинче паллă врач тата çулçÿревçĕ Эрнст Мулдашев шăппăн итлерĕ, акă пилĕк ача ÿстернĕ нумай ачаллă çемье, акă хĕç-пăшаллă преступника пĕччен парăнтарнă ГИБДД сотрудникĕ. Балкона пĕтĕмпех блогерсене панă – унтан селфи тума чылай майлăрах.


Регион пуçлăхĕ залра пухăннисене тата телевизор, планшет экранĕсем умне пĕр сехетлĕхе ларнă тăватă миллион çынна мĕн каларĕ-ха.


Государствăн вак-тĕвек мар тивĕçĕсем çинчен


Пĕрремĕш минутсенченех ĕнтĕ республикăри чиновниксене Нью-Йоркăн унчченхи мэрĕ Рудольф Джулиани пек пулма, вăл тĕнчери чи ăнăçлă мэрсенчен пĕри шутланать, задача лартнă. Унăн „ваннă чÿрече теорийĕ” тăрăх пĕтĕмпех питĕ начар чухне те, куллен тăрăшсан, лайăх тума пулать. Çапла майпа вăл, сăмахран, криминаллă Гарлемран ятлă-сумлă район тума пултарнă, унта вăтам класс пурăнать. Енчен те пĕрре пулин те „ваннă чÿрече” пуррипе килĕшсен, проблемăна татса пама çук.


- Ачасене пуç çине мачча ишĕлсе анма пултаракан шкулсенче вĕрентмелле мар. Çынсем поликлиникăра, нумай функциллĕ центрсенче черетсенче сехетшер тăнипе, хĕлле автобус чарăнăвĕсенче шăнса тăнипе килĕшмелле мар. XXI ĕмĕрте ачасем шкула сĕм тĕттĕмре çÿрени çине сÿрĕк кăмăлпа пăхмалла мар. Власть çуртсене çутăпа тата ăшăпа тивĕçтермелле, вĕсенче юсав ирттермелле, çулсене юртан тасатмалла, урамсене, картишсене тата подъездсене тасатмалла тата нумай ытти. Кулленхи ĕçре паттăрла туни нимĕн те çук, республика çыннисем шăпах çакăн пек йăлари, анчах та питĕ пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса панине кĕтеççĕ, - терĕ Радий Хабиров.


Миллиард ăçтан тупмалла


„Социалкăна” Радий Хабиров вăхăтăн çуррине, тен, ытларах та уйăрчĕ. Çак çур сехетре правительствăна вунна яхăн çĕнĕ ĕç хушрĕ. Сăмахран, республикăри мĕнпур çын валли ача сачĕшĕн ашшĕ-амăшĕн тÿлевне компенсацилеме миллиард тенкĕ тупмалла, инвалид ачана пăхас енĕпе пособи калăпăшне икĕ хут ÿстермелле, çакăн пек ачасене воспитани паракан çемьесене ачисене реабилитацилеме, çав шутра уйрăм центрсенче, сертификатсем уйăрса памалла. Чикĕллĕ майсемлĕ çынсемшĕн хваттер тăкакĕсене 200 миллион таран ÿстермелле, пилĕк тата ытларах çулĕ çитмен ача пур нумай ачаллă çемьесемшĕн çурт-йĕр валли – 500 миллион тенкĕ таран.


Çак самантра финанс министрĕн сăн-питĕнче тумалли ĕç масштабĕ пирки хуйхăрни, хăраса кайни палăрчĕ пуль. Анчах та пире ăна кăтартмарĕç. Хушакан ĕçсем хушăнса пычĕç.


- Активлă пулăр, хăвăра кирлĕ специалистсене хăвăр шырăр, вĕсене социаллă, йăла ыйтăвĕсем енĕпе пулăшăр. Вĕсемшĕн юрлама тата ташлама та пултаратăр – сирĕн патра юлччăр анчах. Сирĕн пĕтĕм тăрăшу ентешсен сывлăхĕпе таврăнĕ, - комментарилерĕ Радий Хабиров регионсенче врачсем çитменнине.


Ташлакан район пуçлăхĕ? Çавна курма кăсăк пулĕччĕ.


Илемлĕ пурăнмалла


Иккĕмĕш çур сехете Радий Хабиров халĕ „хăтлă хутлăх” тесе калаканнине халалларĕ – мĕнпур çĕрте те илемлĕ, майлă, меллĕ пулмалла, çавăнпа та пĕтĕмпех пăрахса тăван çĕрсенчен тухса каяс шухăш çуралмалла мар.


- Эпĕ çынсемпе ăçта тĕл пулсан та вĕсене тивĕçлĕ ĕç çуккипе арçынсем нумайăшĕ укçа ĕçлесе илме республика тулашне тухса кайни хумхантарать. Пирĕн республикăшăн, ман шутпа, çакă паянхи кун тĕлне тĕп çитменлĕх. Пире çĕнĕ ĕç вырăнĕсем кирлĕ, тата тивĕçлĕ ĕç укçипе. Çĕнĕ производствăсем уçăпăр, - терĕ регион пуçлăхĕ.


Е акă ял хуçалăхĕ. Пуçлăхăн шучĕпе, вăл пирĕн экономикăн чи перспективăллă вырăнĕсенчен пĕри пулма пултарать.


- Эпир усă курса 350 млрд тенкĕ пĕтеретпĕр, лайăх тĕслĕхре вара 170 млрд тенкĕлĕх туса кăларатпăр, урăхла каласан, хамăрăн вăй-хăватăн çурринчен кемрех. Тата хатĕр апат-çимĕç те мар, тĕпрен илсен, чĕртавар, хушăннă хаклăх енĕпе питĕ пысăк услама çухатса, - терĕ Хабиров.


Кайран регион пуçлăхĕ пирĕн шкулсен чĕрĕк ытла выпускникĕ ытти регионсенчи аслă шкулсене вĕренме кĕме кайнине аса илчĕ. Вĕсене хамăр патра хăварма пирĕн университетсем Российăри малта пыракан аслă шкулсен шайĕнче пулмал¬ла! Çавна валли правительство çулталăк вĕçлениччен Технополис - республикăри наукăпа технологисен çуртне – тумалла, ăçта тата мĕнле хальхи вăхăтри аслă шкулсем хушшинчи кампус – хальхи вăхăтри пысăк общежити – тăвасси çинчен шухăшласа тупмалла.


Е акă пирĕн картишсем. Виçĕ пине яхăнăшне васкавлă юсав кирлĕ. Çавна валли Пушкăртстан çитес çул тата 3,5 млрд тенкĕ уйăрĕ тата пĕр млрд – подъездсене юсама.


- Çакăн пек программăсем ытти регионсенче ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Ултă çул хушшинче 26 пин ытла подъезда йĕркене кĕртме тата çак проблемăна пĕтĕмпех пĕтерме планлатпăр, - терĕ Радий Хабиров.


Пушкăртстанра çĕнĕ девиз


Пушкăртстанра „Ыттисенчен лайăхрах ĕçлемелле” („БЕЗ ЯКШЫРАК БУЛДЫРА¬БЫЗ!”) тесе çырнă футболкăсен серине пĕрремĕш туса кăларакан пуянланĕ. Пуçлăхăн шучĕпе шăпах çакă нумай çула маларах пирĕн девиз пулса тăмалла, пирĕн урăххине суйласа илме май çук. Енчен те „Пирĕн Пушкăртстана „Great again” тăвасси” пулсан кăна.


Сăмах улăштармасăр

Мĕн вăл тĕрĕслĕх?
Пирĕн республикăра тĕрĕслĕх ыйтасси çивĕч туйăнса тăрать, тата çавă кул¬ленхи ĕçсенче, кашни çыннăн пурнăçĕнче. „Çăлтăрсем патне” ăнтăличчен, мал¬тан „çĕр çинчи”, çынсемшĕн чăннипе те пĕлтерĕшлĕ, яланхи, йăлари нушасене тивĕçтермелле.
Эпĕ тĕрĕслĕхе мĕнле ăнланатăп?
Вăл - тÿрĕ кăмăлпа ĕçлекен çынсем çавăншăн тивĕçлĕ ĕç укçи илни.
Государствăна хăйсен пурнăçĕн вуншар çулне панă ветерансем хăйсене манманнине, тимлĕх уйăрнине туйни.
Бизнеса „хăйсеннисемпе” „юттисем” çине пайламасăр государство пулăшăвĕ пани.
Пуçлăхсен юратнă работникĕсем пулманни.
Закон умĕнче пурте пĕр тан пулни.
Аталаннă муниципалитетсем юлса пыраканнисене пулăшни.
Вăйлисем начаррисене пулăшни. Ватăсене, ачасене, пĕчĕк тупăшлисене, ятарлă нушаллă çынсене. Мĕншĕн тесен çакă – тĕрĕс.
Тĕрĕслĕх – вăл тата кланлăхпа кумлăх пачах çукки. Ялти кашни хĕрпе каччă, енчен те вĕсем лайăх вĕренеççĕ, хăйсене аталан¬тарас енĕпе нумай ĕçлеççĕ пулсан, вĕсен килĕнче, тăван республикăра, çитĕнÿ тума май пуррине шанса тăмалла.

КОМПЕТЕНТЛĂ
Дмитрий КАЗАНЦЕВ, политолог:

- Çакă пафослă, официозлă мероприяти мар ĕнтĕ. Историнче пĕрремĕш хут пулĕ, регион руководителĕн çырăвĕ виртуаллă кăтартусем туни çинчен шавлă отчет пулмарĕ, политика тата экономика, инфляципе туса илнĕ пĕтĕм продукт çинчен те мар, пиртен кашнине, ахаль çынсене, республика çыннисене пурне те пырса тивекен чи кирлĕ проблемăсем çинчен анчах - тĕрĕслĕхпе государствăн тивĕçĕсем, врачсем çителĕксĕр пулни тата нумай ачаллă çемьесене пулăшасси çинчен. Радий Хабировăн республика çыннисем влаçран паттăрлăх кĕтменни, халăх чи малтан çакăн пек йăла ыйтăвĕсене татса панине кĕтни çинчен каланă сăмахĕсем çине тимлĕх уйăрăр, çавă, ахăртнех, Пушкăртстан руководствин малашнехи пĕтĕм ĕçĕн тĕп шухăшĕ пулĕ.

КОММЕНТАРИ
Замера ХУСАИНОВА, централизациленĕ библиотека системин директорĕ:

- „Торатау” Конгресс-хола кĕнĕ чухне пире, библиотекарьсене, эпир хăйне уйрăм хăнасем пулни çинчен пĕлтерсен тата тăрăхла зала илсе çитерсен, эпĕ кăмăллăн тĕлĕнтĕм. Анчах çакăнпа сюрпризсем пĕтмерĕç. Республика пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров сăмах каланă чухне пысăк экран çинче пирĕн „Кĕнеке тухтăр” библиотерапи центрĕн фотоÿкерчĕкĕ тухса тăрсан, эпĕ хумханса кайрăм.
- Ырă чĕрĕрсемшĕн сире тавтапуç! Ура çине тăрăр-ха, тархасшăн! Йыхравлас пулсан, эпĕ сирĕн пата хăнана пыратăпах, сире мĕнле пулăшу кирлине пĕрле сÿтсе явăпăр, - терĕ пире регион руководителĕ.

Республикăн пĕтĕм бомондне пухнă мероприятинче пирĕн района мухтасан, аургазăсемшĕн мăнаçлăх туйăмĕ çуралчĕ. Çырупа паллаштарнă хыççăн Пушкăртстанăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ хăйне уйрăм хăнасене ресторана йыхравлă апатланăва чĕнчĕç.

Библиотекăн проблемăсем пур. Эпир вĕсене пирĕн библиотекăра Радий Фаритовичпа сÿтсе явассине шанса тăратăп.

Читайте нас: