Çветкă январĕн 6-мĕшĕнче, Раштав сочельникĕнче, пуçланать те январĕн 19-мĕшĕччен, Кăшарниччен, пырать. Çавăн чухне юмăç пăхса малашлăха курма тата мĕнле событисем кĕтмелли çинчен пĕлме пулать.
Таштамак ялĕнчи уява Культура çурчĕ умне çамрăксем пухăннă. Хăнасене халăх тумĕпе çветкесем кĕтсе илнĕ, юрăсемпе тата коляда юррисемпе чĕннĕ. Йĕркелÿçĕсем участниксене çветке çинчен каласа панă, çав асамлă тата ăнланма çук кунсен халăхри паллисемпе паллаштарнă. Каччăсем кăçал хăйсене мĕн кĕтнине юмăç пăхма шут тытнă. Вĕсен куçĕсене çыхса лартнă та савăт суйласа илме сĕннĕ. Суйласа илнĕ савăтра мĕн пулать, çулталăк та çапла пулĕ. Тырă лексен – ĕçлеме тивĕ, укçа – пуясса, хаçат – мĕн-тĕр çĕннине вĕренĕн. Качча кайман хĕрсем пулас каччă ятне пĕлес тесе юмăç пăхнă. Вĕсем калинкке урлă çăматă ывăтнă, вăл хăш енне ÿкет, çав еннелле качча каятăн теççĕ. Çамрăксене çветкăри юмăç пăхмалли чи ансат мелсем – кĕнеке, çурта, ăвăс, карттă тăрăх, чей чашки çинче - сĕннĕ.
Уяв хăнисем вăхăта хаваслă ирттернĕ, йăлтлатакан çуртасемпе тата мистикăллă тĕкĕрпе асамлă лару-тăрăва путнă. Малтан каланинчен пĕтĕм ырри пурнăçлантăр.
Н. ВАСИЛЬЕВА.