Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уявсем
6 Июнӗн 2020, 17:05

Çимĕк ячĕпе, туссем!

Алина Савельева.

Çимĕк… Çак сăмахăн пĕлтерĕшĕ пысăк та анлă. Çимĕк кун кашниех хăй çуралнă тăрăхне çитсе тăванĕсемпе тĕл пулма тăрăшать, çут тĕнчерен уйрăлнă çывăх çыннисене çăва çинче аса илет. Ватăсем çимĕкчен çичĕ тĕслĕ курăк çимелле, çичĕ хут шыва кĕмелле, çичĕ тиха курмалла, çичĕ тĕрлĕ курăк шывĕпе çăвăнмалла тесе ахальтен каламан, мĕншĕн тесен çимĕкре курăк сиплĕхĕ çичĕ хут ÿсет.
Çимěк кунĕнче кашниех хăйсенчен уйрăлса кайнă тăванĕсем, хаклă çыннисем патне çул тытать. Çак кун эпир çывăх çыннăмăрсене чи ăшă сăмахсемпе асăнатпăр.
Çимĕкчен кашни вил тăприне йĕркене кĕртмелле, тасатмалла. Эрех-сăрапа ашкăнмалла мар, çăва çинче хамра йĕркеллĕ тытмалла.
Çăва-сăваплă вырăн. Ун çинчен яланах асра тытмалла.
Читайте нас: