Аургазă хыпарçи
-13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уявсем
2 Мартӑн 2020, 00:55

Меселпуçсем Çăварнине хаваслă ирттерчĕç

Хĕллене ăсатма ватти те, вĕтти те пухăннăччĕ.

Кăçал çуркуннен пĕрремĕш кунĕнче пĕтĕм çĕршывĕпе Çăварни уявларĕç. Иртнĕ эрнен юлашки кунĕ – каçару ыйтмалли вырсарникун. Шăпах çак кун пурте пĕр-пĕринчен каçару ыйтаççĕ. Ун хыççăнхи тунтикунран вара Аслă типĕ пуçланать.
Уяв тĕлне кунĕ ытармалла мар хăвеллĕ те ăшă пулчĕ. Меселпуç ялĕнче хĕл ăсатнă кун вăйă-кулăпа, юрă-ташăпа иртрĕ. Ял çыннисене çак уяв ячĕпе ялсовет пуçлăхĕ Ирина Александрова саламларĕ. Çăварнине çынсем çемйисемпе, ачи-пăчипе килнĕччĕ. Тата лайăх кăмăл-туйăмĕсене те манман. Ял варринче улăмран хĕл кĕлетки туса лартнă. Кунтах тĕрлĕрен икерчĕ, самовар лартнă сĕтел пурччĕ, кăмăл тăвакансем пурте вĕри чей ĕçме пултарчĕç.
Михĕ тăхăнса, кашăк çине çăмарта хурса, урисене çыхса, вĕри çатма çийĕнче пиçекен икерчпе, çунашкасемпе тата ытти енĕпе ăмăртни уява илем кÿчĕ. Ял çыннисен сăн-пичĕсем йăл кулăпа çуталса тăчĕç, çĕнтерекенсене саламласа пурте хаваслăн алă çупрĕç. Ял халăхĕ ĕçлеме çеç мар, савăнма та пĕлет!
Читайте нас: