Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уявсем
7 Октябрӗн 2019, 18:36

Пĕрремĕш учитель

Прасковья Артемьевна пире юратса пуçламăш пĕлÿ пама, пурне те туслаштарма пултарчĕ. Тата вăл питĕ тимлĕччĕ, ырă кăмăллăччĕ, яланах пулăшма хатĕрччĕ.

Ачалăхра, пилĕк-ултă çулта чухне, манăн питĕ шкула каяс килетчĕ. Манран тăватă çул аслăрах пичче вулама, çырма, шутлама та пĕлетчĕ вĕт. Тата унăн тетрадьсем, кĕнекесем, тĕслĕ кăранташсем пурччĕ... Вăл сасăпа кĕнеке вуланă чухне эпĕ яланах юнашар лараттăм. Вăл нихăçан та вулама ан чарăнтăр тесе ĕмĕтленеттĕм. Кĕнекесенчен мĕн чухлĕ кăсăк япала пĕлме пулатчĕ. Эпĕ унран мĕнле те пулин кĕнеке ыйтса илеттĕм, вăл мана нумай ÿкерчĕклине паратчĕ. Вара вĕсене сехечĕ-сехечĕпе пăхса ларма тата хам валли тĕрлĕ историсем шухăшласа кăларма пултараттăм.


Пĕрремĕш хут сентябрĕн 1-мĕшĕнче шкула кай¬сан, çул çитмен пирки мана йышăнмарĕç. Çичĕ çул тултарма икĕ уйăх çитместчĕ. Эпĕ киле куççульпе таврăнтăм. Иккĕмĕш хутĕнче, тепĕр çулта, вĕренекен пулса тăтăм. Анне çак вăхăт тĕлне мана шкул портфелĕ тата вĕренме мĕн кирлине пĕтĕмпе – учебниксем, клеткăллă тата чалăш йĕрлĕ тетрадьсем, шут патаккисем, кăранташсемпе, ручкăпа тата ластикпа пенал – туянса хунăччĕ. Чернил кĕленчи те туяннăччĕ, вăл вăхăтра шариклă ручка пулман вĕт. Хĕрлĕ кăвак чернилпа çыраттăмăр, вăл вăрахчен типместчĕ, çавăнпа кашни тетраде типтеркĕç (промокашка) хунăччĕ. Клеткăллă тетрадьсен хыçалти хуплашки çинче хутлав таблици тата метрлă виçе системи, чалăш йĕрлĕ тетрадĕн малти хуплашки çине паллă писателĕн, тĕслĕхрен, Пушкинăн е Гоголĕн, портретне пичетленĕччĕ.


Малтанхи тăватă класа эпир Каменка ялĕнчен Дадановкăна çÿрерĕмĕр. Ир тăма тиветчĕ. Шкула пĕчченшерĕн çÿремен. Эпир пысăк ушкăн пухăнаттăмăр. Шкула çул хаваслă иртетчĕ. Кирек епле çанталăкра та пĕр енне çуран виçĕ километр, уроксем хыççăн тата çавăн чухлĕ. Хăшпĕр чухне çеç, хытă сивĕсенче, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсенчен пĕри бригада лашине кÿлсе çунапа леçетчĕ. Шкулта буфет çукчĕ. Хамăрпа пĕрле килтен мĕн те пулин, яланхи пек, çу сĕрнĕ икĕ татăк çăкăра сахăр сап¬са çыпăçтарнă бутерброд илеттĕмĕр. Пирĕншĕн çакă хăнăхнă апатчĕ.


Шкул пысăк мар йывăç çуртра вырнаçнăччĕ, икĕ класс пÿлĕмĕ тата коридор пурччĕ, унта кăмака тăратчĕ. Ачасем килнĕ тĕле ăна лайăх хутса ăшăтатчĕç. Пĕр вăхăтрах пĕр класра 1 тата 3 классем, тепринче 2 тата 3 классем вĕренетчĕç. Занятисене Прасковья Артемьевна тата Лидия Николаевна учительсем илсе пыратчĕç. Шкул туратлă çÿллĕ çăкасем айĕнче ларатчĕ. Туалет урамраччĕ.


Манăн пĕрремĕш учитель Прасковья Артемьевна Алексееваччĕ. Эпир пĕрремĕш класра унăн ятне тата ашшĕ ятне тĕрĕс калаймастăмăрччĕ. Пирĕн çапларах пулса тухатчĕ: „Праскартемна”. Вăл кÿренместчĕ, саспаллисене те пĕлсе çитмен ачасене мĕнле кÿренме пулать-ха?


Пĕрремĕш учитель çинчен чи лайăх асаилÿсем юлчĕç, пуçламăш шкул – вăл ачалăх, пĕтĕмĕшпе шкул çинчен чи лайăх асаилÿсен тапхăрĕ вĕт. Вăл пире юратса пуçламăш пĕлÿ пама, пурне те туслаштарма пултарчĕ. Тата вăл питĕ тимлĕччĕ, ырă кăмăллăччĕ, яланах пулăшма хатĕрччĕ. Пулăшу вара, чи малтан, хĕнпе ăнкаракан ачасене кирлĕччĕ. Анчах вăл урокра ытлашши ашкăнакан вĕренекене чарма та пултаратчĕ. Ырлавлă мух-тама та, кÿрентермесĕр ятлама та, тата вĕренекенсем хушшинче сиксе тухакан хирĕçÿсене ăста пусарма пĕлетчĕ. Шкул коллективĕнче вĕсемсĕр епле-ха? Вăл хăйĕн вĕренекенĕсене ăнланатчĕ тата каçаратчĕ, вĕсенчен ытлашшине ыйтмастчĕ – вĕсем ачасем кăна пулнă вĕт-ха. Эпĕ кĕçĕн клас¬сенче „тăваттă” тата „пиллĕк” паллăсемпе вĕренеттĕм. Мана чтени тата чистописани урокĕсем уйрăмах килĕшетчĕç. Предметăн тĕп тĕллевĕ пире тĕрĕс тата тикĕс, илемлĕ çырма вĕрентесси пулнă. Прасковья Артемьевна çавăнпа пире пĕр саспаллине, çыру тĕслĕхĕнче пăхса, чалăш йĕрлĕ тетрадь çине нумай хутчен çыртаратчĕ. Перо вĕçне час-часах хут ворсĕ тата çăралса ларнă чернил çыпăçатчĕ. Варалани, чер¬нил тумламĕ куççуль патне çитеретчĕ. Чистописанипе питĕ лайăх паллă илесси йывăрччĕ. Эпир те, Прасковья Артемьевна та пирĕнпе асапланатчĕ.


Пирĕн парттăсем мĕнле пулни çинчен асăнмасăр хăвараймастăп. Вĕсем хуçмалла хупăлчаллăччĕ, хура симĕс тĕслĕччĕ. Виçĕ ретпе ларатчĕç, варринчи умĕнче учитель сĕтелĕччĕ, ун çинче яланах шкул тетрачĕсен куписем выртатчĕç. Ура çине тăнă чухне эпир парта хупăлчине, хытă ан шанлаттăр тесе, тирпейлĕн тытса уçаттăмăр.

Прасковья Артемьевна вĕренÿ çулĕ вĕçĕнче пире час-часах экскурсине илсе каятчĕ. Пĕррехинче вăрман кордонне кайнине астăватăп. Вăл эпир çул çинче тĕл пулнă йывăçсен ячĕсене каласа пынăччĕ: тирек, хурăн, ăвăс, çăка, юман... Вĕсен ячĕсене вĕренекенсем пурте мар пĕлетчĕç. Эпир çаплах гербари валли ÿсентăрансем пуçтараттăмăр. Çакăн пек кашни урок пирĕншĕн вĕрентÿллĕччĕ тата интереслĕччĕ. Эпĕ 3-4 классенче нумай вулаттăм. Аттепе анне пире, хăйсен ачисем валли, „Веселые картинки”, „Мурзилка” ача-пăча журналĕсем çырăнса илетчĕç, хăйсене – Шупашкартан „Ялав”, „Тăван Атăл” чăвашла литература журналĕсем. Анне хĕллехи вăрăм каçсенче алса, нуски çыхатчĕ. Унăн аллисем яланах ĕçлĕ пулнă пирки вăл пире çав журналсенчи сăвăсене, калавсене тата повеçсене сасăпа вулама ыйтатчĕ. Эпир хава¬спа черетпе вулаттăмăр. Час-часах сĕм çĕрлеччен. Çавă тыткăнлатчĕ. Пире çывăрма вырттарма пулмастчĕ. Ун чухне телевизор пулман вĕт. Почтальон çĕнĕ хаçат-журнал илсе килессине кашнинче чăтайми кĕтеттĕмĕр. Каçпа мĕн вуланинчен чи интереслине шкула кайнă чухне хампа пĕр класра вĕреннисене каласа параттăм.


Ачалăхри çулсем... Çавă тахçанах пулнă. Анчах çав питĕ лайăх тапхăрти нумай япала вак-тĕвек таран асра юлнă.

Пĕрремĕш учитель пек çынсем хăйсене юратнине тата хисепленине тивĕçлĕ тесе шутлатăп. Прасковья Артемьевна маншăн чăн-чăн учитель пулса тăрать. Мансăр пуçне, вăл манăн пиччене, йăмăка вĕрентнĕ. Икĕ шăллăма – Лидия Николаевна (вăл кăçал 90 çул тултарнă). Прасковья Артемьевна вилни нумай çул ĕнтĕ, анчах ун патĕнче вĕреннисем, иккĕленместĕп, ăна яланах асра тытаççĕ тата ырă сăмахпа аса илеççĕ. Илнĕ пĕлÿшĕн, пурнăçра мĕн тума пултарнишĕн эпир нумайрах пĕрремĕш учитель умĕнче парăмлă вĕт. Ăна мĕнпуриншĕн тавтапуç!


В. АЛЕКСЕЕВ.
Читайте нас: