„Врач çынна, ветеринар этемлĕхе сиплет” – Иван Павлов академикăн çак сăмахĕсем ахальтен мар вичкĕн сăмахсене çаврăннă. Ветеринар - пархатарлă, çынлăхлă профессисенчен пĕри. Вăл çĕр çинчи чи кăткăссисенчен пĕри шутланать, унра питĕ тарăн пĕлтерĕш пытаннă: чĕрчунсен сывлăхне сыхласа çынсен сывлăхне упрасси.
Хăйĕн уявне ветеринари службин коллективĕ хăшпĕр çитĕнÿсемпе кĕтсе илчĕ. Районта выльăхсен тата выльăх продукцийĕн ăсату докуменчĕсене электронлă тĕспе илсе пырас ĕç малалла пырать. Çаплах граждансен уйрăм хушма хуçалăхĕсенчи чĕрчунсен мĕнпур тĕсĕсене идентификацилес, йытăсемпе кушаксене чип лартас енĕпе ĕç ăнăçлă пырать. Бюджет укçи-тенки шучĕпе ГАЗ автомобиль никĕсĕнчи дезинфекци установки тата Ишлĕри ветеринари участокĕ валли „Лада-Гранта” çăмăл автомобиль, Султанмуратри ветеринари лечебницин ветработникĕсем валли модуль туяннă. Ишлĕри ве¬тучасток заведующийĕ Миниварис Изикаев, Султанмуратри ветлечебница ветфельдшерĕ Рауф Алимбеков хăйсен ĕçĕнче лайăх результатсем тунă.
Хальхи вăхăтра кăçалхи çамрăк выльăхсене бирка лартас ĕç малалла пырать. Уйрăм хушма хуçалăхсенчи пыл хурчĕн çемйисене чип лартма пуçланă. Кайăк-кĕшĕк тата ытти выльăх-чĕрлĕх сутмалли вырăнсем çирĕплетнĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта тупăш паракан урăх ĕçсенчен 2 миллион та 882 пин тенкĕ укçа кĕнĕ. Ку укçа-тенке хамăрăн сотрудниксене тÿлесе хавхалантарма кăна мар, пурлăх-техника базине çирĕплетме те – оборудовани туянма, пÿлĕмсене тĕпрен юсама – янă.
Ветеринари службин татса паман ыйтусем сахал мар. Сăмахран, ветеринари участокĕсен çурчĕсене тĕпрен юсасси, юсаса çĕнетесси, çĕнĕрен туса лартасси. „Çулталăкри чи лайăх ветеринари участокĕ” ятшăн республика конкурсĕсенче ыттисемпе ăмăртма пултарччăр тесе, вĕсене оборудованипе, компьютерсемпе, интернетпа, сĕтел-пуканпа тата, май пулсан, автомашинăпа тивĕçтермелле. Кашни ветеринар компьютер техникине, „Меркурий” тата „Регагро” интеграци программисен системинче ĕçлеме, электронлă тĕспе отчетсем тума пĕлмелле.
Районăн ветслужби Равиль Султанов ячĕпе тачă çыхăннă. Вăл 35 çул тăршшĕне тĕп ветеринари врачĕ пулчĕ, тивĕçлĕ канăва кайиччен станци начальникĕн должноçĕнче ĕçлерĕ.
Пысăк пĕлÿллĕ, ăста руководитель чĕрчунсене сиплемелли тата профилактика ирттермелли хальхи меслет¬сене ĕçе кĕртессине пĕрмаях тимлĕх уйăратчĕ. Хăйĕн ĕçĕн профессионалĕ, профессине пырса тивекен кирек епле ыйтăва тĕрĕс татса паратчĕ, çавăнпа коллективра тата районти ветеринари специалисчĕсем хушшинче пысăк авторитетлă пулса тăчĕ. Районти выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕç аталанăвне, унăн эпизооти лару-тăрăвне лайăхлатассине тивĕçтерме пысăк тÿпе хыврĕ. Вăл çине тăнипе, хастар ĕçленипе ветстанцин çĕнĕ çуртне тата лабораторине туса пĕтерчĕç. Государство ветеринари службинче нумай çул тăршшĕне тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна район администрацийĕн, аслăрах органсен Хисеп грамотисемпе пĕрре мар наградăланă. Ăна „Пушкăрт АССР тава тивĕçлĕ ветеринари врачĕ”, „Российăн агропромышленность комплексĕн хисеплĕ работникĕ” ятсем панă. Тивĕçлĕ канура пулсан та Равиль Нурмухаметович тăван коллективпа çыхăнăва татмасть, унăн пурнăçĕпе интересленет. ПР Ветеринари управленийĕ çумĕнчи обществăлла совет членĕ пулса тăрать.
Хисеплĕ ĕçтешсем, районти ветеринари службин сотрудникĕсем, ветеранĕсем! Ветеринари работникĕн кунĕ ячĕпе чунтан саламланисене йышăнсамăр! Çак çăмăл мар ĕçе суйласа илнисене пурне те таймапуç. Телей, сывлăх, оптимизм, професси ĕçĕнче ăнăçу тата çĕнĕ çитĕнÿсем!
Т. ИБРАКОВ,
районти ветеринари станцийĕн начальникĕ.