Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уявсем
11 Августӑн 2019, 12:00

Пултаруллă ĕçленĕ

Августăн 11-мĕшĕ – Строитель кунĕСтроительство отраслĕн работникĕсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ.

Толбазă ялĕнче пурăнакан Серафим Васильев çак ĕçпе тÿррĕн çыхăннă. Стройкăра 35 çула яхăн ĕçленĕ вăхăтра район центрĕнче темиçе теçетке тĕрлĕ социаллă объект тата пурăнмалли çурт туса лартассине хăйĕн тÿпине хывнă. Вĕсен тĕрĕс хисепне шутласа кăларса пулмасть, анчах вăл вĕсене халĕ те астăвать.


- МСО (колхозсем хушшинчи строительство организацийĕ) платникĕ тата строительство бригадин бригадирĕ пулнă май, эпĕ çурт тăррисене витнĕ çĕрте ĕçлеттĕм. Эпир, тĕслĕхрен, район полицийĕн, Культура керменĕн, прокуратура, суд, ял хуçалăх управленийĕн, редакцин, ветлечебницăн тата ытти çуртсен тăррисене витрĕмĕр, - каласа парать 70 çулхи ветеран.
Серафим службăна строительство çарĕсенче иртнĕ. Çавă унăн пурнăç çулне палăртнă та ĕнтĕ. Служба хыççăн Стерлитамакри тимĕр-бетон заводне ĕçлеме вырнаçнă, унта хăйĕн пулас мăшăрне – штукатур-малярта ĕçлекен Клавдияна - тĕл пулнă. Çемье çавăрнă. Ачасем çуралнă, анчах пурăнмалли вырăн пулман. Казахстана куçса кайма шут тытнă. Тăватă çултан тăван кĕтесе таврăннă, арăмĕ хыççăн МСОна ĕçлеме вырнаçнă. Строитель ăсталăхĕн вăрттăнлăхĕсене çултан-çул вĕреннĕ. Унăн тăваттăмĕш разряд пулнă, улттăмĕш разрядри платник-столяр, кайран бригадир пулса тăнă. Строитель ĕçĕ мĕнле пулни çинчен калама та кирлĕ мар пулĕ. Вăл йывăр вăй-хал ĕçĕ пулнине палăртни те çителĕклĕ.
- Туслă ĕçлерĕмĕр, кашни хăйĕншĕн çеç мар, пĕтĕм коллектившăн та яваплăччĕ, - малалла калать ĕç ветеранĕ. - Чи кирли, ăнланулăх пулнă, пахалăхлă ĕçленĕ. Пирĕн ĕçре çаплах ĕçлев сыхлавĕ, хăрушсăрлăх техникине пăхăнни тата çак профессине хаклама пĕлекен çамрăк кадрсем ÿстерни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ, наставник пулнă май, вĕсене сахал мар хатĕрлерĕм.
Васильевсен мăшăрĕ виçĕ ача пăхса ÿстернĕ. Вĕсем пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă, аслă пĕлÿ илнĕ. Ывăлĕ Сергей Стерлитамакра юрист пулса ĕçлет, хĕрĕсем, Светлана тата Алена, Толбазă ялĕнче пурăнаççĕ тата ĕçлеççĕ. Пилĕк мăнукĕ пур. Шел пулин те, арăмĕ, Клавдия Евгеньевна, пилĕк çул каялла вилсе кайнă.
Строительсен ĕçĕ Çĕр çинче вăрах вăхăта йĕр хăварать. Серафим Григорьевич тĕрĕс суйлав тунă тесе шутлать. Юратнă ĕçне пурнăçне панă, професси уявне вара – Строитель кунне – пуринчен ытларах хисеплет. Вăрах вăхăт ăнăçлă ĕçленĕшĕн ăна нумай хут хавхалантарнă, унăн наградисен пухмачĕнче – „СССР Йывăр строительство министерствин чи лайăх ĕçченĕ” ят, „Социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи” паллă, нумай шутлă Хисеп грамотисем.
Читайте нас: