Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уявсем
9 Августӑн 2019, 13:25

90 çулхи паççулкка

Июль уйăхĕн вĕçĕнче Сосновка ялĕ юбилейне уявларĕ.

Меселпуç тăрăхĕнче ултă паççулкка: Хĕрлĕ Хĕвелтухăç, Чулкас, Даланкасси, Хыркасси, Хурамал тата Тăрна Шури. Вĕсенчен малтанхи 1928 çул йĕркеленсе кайнă, ыттисем – 1929-мĕш çул, хăшĕсем кăçал 90 çулхи юбилейне паллă турĕç.
Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Хыркасси (Сосновка) хăйĕн юбилейне уявласа ирттерчĕ. Йĕркелÿçĕсем уявламалли вырăна та тĕплĕн хатĕрленĕ. Ял варринче уçă вырăнта 2х3 м виçеллĕ Меселпуç енчен курăнакан сăнÿкерчĕк çакăнса тăрать. Ун çине «Сосновка кунĕ, 90 çул» тесе çырса хунă. Сăнÿкерчĕк çумĕнче курăклă сцена, сылтăм енче йывăçсем айĕнче кăвайт чĕртсе какай шÿрпипе ашлă пăтă пиçет. Çул хĕрнерех икĕ вăрăм сĕтелпе пукансем лартса тухнă. Машинăсем кĕрса каймасса тĕрлĕ тĕслĕ лентасем çыхса хунă çиппе карталаса илнĕ. Кунтах Васильев Николай Алексеевич 1985 çул пысăклатса ÿкернĕ сăнÿкерчĕке çакса хунă.
Григорьева Аня уява уçсан ялăн историпе паллаштарма Иван Ефимова сăмах пачĕç. Таврапĕлÿçĕ каласа панипе 1927 çул Меселпуçĕнче паççулккасем йĕркелессипе хĕрÿ калаçусем пынă. Мĕншĕн тесен Меселпуç ялĕ пысăкланса кайнипе тăватă кĕтÿ çÿретме ял çывăхĕнче çĕрсем çитмен, ĕçлемелли çĕрсем те çÿреме аякра пулнă, патшалăх та куçса тухакансене çăмăллăхсем панă. Пысăк ялта нушасем те сахал мар тÿссе ирттерме тÿрĕ килнĕ: 1891, 1911, 1921 çулсенче выçлăхпа тата холера чирĕпе нумай çын пĕтнĕ. Пысăк пушарсем тухнă: 1910 çул авăнăн 17-мĕшĕнче Меселпуçĕнче 85 килĕ тата шкул çунса кайнă, 1917 çул - ултă килĕ, 1927 çул -20 килĕ, Хыçалкас - пĕр ретлĕ урам- пĕтĕмпех çунса кайнă. Пĕр килтен пушар тухсан улăм тăрăллă çуртсемпе картасем пулнă пирки питĕрех те хăрушă пулнă.
Çапла вара уйрăлса тухакан хуçалăхсен ушкăнĕсем йĕркелене пуçланă. Хыркассине куçса пурăнма 36 хуçалăх пуçтарăннă. Вĕсем пуху йĕркелесе малалла мĕн тумалли çинчен канашланă, района çĕр виçекенсем ыйтса çырусем çырнă. Çÿлтисем хапăл тусах пулас паççулккасем вали çĕр уйăрса пама килĕшнĕ. Ĕпхÿ хулинчен çĕр виçекен Масленниковпа çĕр йĕркелÿçине Шилова чĕнтерсе илнĕ. Миçе чун пуçтарăннине шута илсе çĕр уйăрма тытăннă. Меселпуç енчен мишана хăйăр шăтăкĕнчен иртсен паллă тунă, каярахпа йывăçсем те лартнă. (Халĕ те вăл посадки пур). Меселпуçсем вăл çĕрсене парасшăн пулман, мĕншĕн тесен вĕсем çак вырăнсенче кĕтÿ кĕтнĕ, çарансенче утă çулса илнă, вăрман каснă.


Çĕр виçекенсем хăйсен ĕçĕсене пĕтерсен кил хуçисем канашлама ларнă: яла ăçта лартмалла тата урама мĕнле май тумалла. Ун чухне меселпуçсем Çтерлĕ хулине çÿрекен çул аяларах, çырма хĕрнерех пулнă. Пĕрисем хăйăр шăтăкĕнчен пуçласа çерем çине çуртсем лартмалла тенĕ. Теприсем «выльăхсене ăçта çÿретĕпĕр тенĕ?» Юлашкинчен вăрман ăшне кĕрсе ларма килĕшнĕ. Кашни хуçалăх вăрмана кĕрсе хăйсене усадьба валли вырăн хатĕрлемелле пулнă. Кăсăр Пулек вăрманĕ ытла шултрах та мар, анчах вăрман касса тункатисене кăкласси çăмăлах пулман. Кашни хуçалăха та вăрман лектĕр тесе хула çулне те урам витĕр тухмалла тунă.
Малалла кам ăçта, кампа кÿршĕллĕ пулса çурт лартмалли ыйту сиксе тухать. Канашласан çапла йышăнаççĕ: çурт лартмалли вырăнсене тăватшара уйăраççĕ те кашни тăватшар тăракан хуçаран ушкăнсем шăпа тытаççĕ, кам кампа юнашар лекет. Тĕслĕхрен çакăн пек ушкăнсем пулнă. Михайлов Петр Федорович, Алексеев Платон Макарович, Михайлов Кирилл Терентьевич, Михайлов Александр Терентьевич. Теприсем Васильев Николай Павлович, Васильев Дмитрий Павлович, Васильев Артемий Павлович, Алексеев Арсентий Николаевич. Кашни тăватшар килĕ хушшинче тухса çÿреме пралук хăвармалла пулнă. Çак тăватă кил хуçисем хушшинче тата шăпа тытса кам çумне кам вырнаçмаллине те паллă тунă. Пĕрремĕш ушкăнра Кирук пичче, ун çумне Платтун унтан Санька, юнашар Петĕр вырнаçнă. Иккĕмĕш ушкăнра Васильевсем, Тăхтаман Николайĕ унтан Мĕтрийĕ, малалла Ÿртемей унтан Арçинтти вырнаçнă. Çапла вара сукмак та çук сĕм вăрман ăшне кĕрсе хыркассисем икĕ ретлĕ урам туса хунă. Куçа пуçласанах чи малтан кÿршĕсем калаçа-калаçа вăрман касса çул тунă. Çапписене пуçтарса вутă хурса çунтарнă, тепĕр кун тата мĕн тумаллине плансем кăрса хунă.
Куçса килекенсем малтанах чăх-чĕп, хур-кăвакал ĕрчетме тытăннă. Анчах та вĕсене тĕрлĕ вĕçен-кайăксем, тилĕ-кашкăрсем ĕрчетме паман, Çавăнпа та Васильев Артемий тата Алексеев Арсентий питĕ ăста сунарçа çаврăннă.

1929-мĕш çул хуçалăхсем шултра выльăхĕсене Меселпуçĕнчех усранă, улма та çавăнтах акнă-ха. Мĕншĕн тесен выльăхĕсене хупма картисем пулман, улма акма пахчисене те тирпейлесе çитереймен. Урăхла каласан, çурри Меселпуçĕнче ,çурри, Хыркассинче пурăннă. Шыва çырма хĕрринчи çăла çÿренĕ. Кĕркунне, çĕр шăнсан, ялăн икĕ вĕçĕнче икĕ пусă чавнă. Ушкăнпа ĕç кал-кал пынă: пĕрисем вăрман каснă, пусă валли пура пуранă, виççĕмĕшсем пусă чавнă. Ку ĕçе вара кĕске вăхăтрах туса илнĕ. Кĕтмен çĕртен хурлăх та сиксе тухнă, Михайлов Петр вилсе кайнă. Масар валли Аксакку миши çумĕнче вырăн уйăрнă пулнă. Ял çыннисем пуçтарăнсан «Хĕлле унта çити кайма аякра пулать», - тесе ял вĕçнерех масар вырăнĕ тăваççĕ. Сосновка масарне пуçласа Меселпуç вăтам шкулĕнче ĕçлесе ирттернĕ вĕрентекенĕн Авдей Петровичăн ашшĕне Михайлов Петр Федоровича пытарнă.
Хыркассинче пурнăç лăпкă, ĕçкĕпе иртĕхмесĕр, туслă пынă. Хĕле кĕрсен тепĕр ыйту çĕкленнĕ – ТОЗ йĕркелесси. Лашасем, ĕнесем, ялхуçалăх ĕç хатĕрĕсем кашнинех пулнă-ха. 1930 çул çуркунне 10-12 ака пĕрлешсе ĕçлеме пуçланă. Акма камăн мĕн чухлĕ çĕр пулнине пăхса вăрлăх пуçтарнă. Тухăç пуçтанрă чухне çемьере миçе çын пулнине пăхса уйăрнă. Çав çулах виçĕ çынна, Хыркассинчен Михайлов Кирилл Терентьевича, Даданкассинчен Христофоров Афанасий Григорьевича, Хурамалтан Николаев Яков Емельяновича (Юмантее) Çтерлĕ хулине икĕ уйăхлăх счетоводсен курсне вĕренме янă. 1931 çул паççулккара ялхуçалăх артелĕ, ултă килĕрен тăракан колхоз «Сосновка» ятпа йĕркелесе янă. Председателе Никитин Николай Тихоновича, счетовода Михайлов Кирилл Терентьевича суйланă. Анчах та пĕрлĕх хуçалăх валли лаша вити те ĕне карти те пулман-ха. Çавăнпа та лашисем те, сбруйсем те Васильев Николай Павлович (Тăхтаман Николайĕ) тата Степанов Дмитрий Елизарович патĕнче пулнă. Вĕсене питĕ шанчăклă та ăста конюх Ефимов Петр Федорович пăхса тăнă. Кладовщик пулса Степанов Дмитий Е., бригадир пулса Никитин Иван Т. ĕçленĕ. Çав çулах ытти ялсенче те колхозсем йĕркеленсе кайнă. Каярахпа виçĕ колхоз «Сосновка», «Победа» (Дадан паççулкки), «Новая жизнь» (Чулкас ялĕ) пĕр колхоза «Сосновка» ятпа пĕрлешнĕ. 1933çул кĕркунне асăннă хуçалăхсем çумне «Журавлевка» тата «Свобода» колхозсем «Красный Восток» ятпа пĕрлешеççĕ. Хуçалăх ытла пысăк пулнă пирки ĕçе йĕркелеме хĕн пулнă, çавăнпа 1935 çул колхоз çĕнĕрен 4 пая уйрăлнă. «Сосновка» председательне Трофим Васильева суйланă.
1939-1940 çулсенче финн вăрçине И.Александров, М.Савельев, Е.Алексеев хутшăннă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине Хыркассинчен 35 çын ăсаннă. Вĕсенчен 18-шĕ çĕнтерÿпе таврăннă. Паттăрсен хушшинче икĕ хĕр те пулнă. Полина Александрова фронтри полевой госпитальте службăра тăнă. Вăрçă хыççăн çемйипе Украинăри Шепетовка хулинче пурăннă.
Анфиса Ефимова фронтра санинструктор пулса çапăçу хирĕнчен темиçе çĕр салтака йăтса тухнă. Упăшки хĕрÿ çапăçура пуçне хунă. Вăрçă хыççăн Анфиса хăйĕн хĕрĕпе тăван тăрăха таврăннă. Вăл 10çул ытла Красноусольскинче аслă медсестра пулса ĕçленĕ. 1965 çулта Анфиса Александровнăна Ĕпхÿре иртнĕ хĕрарăмсен конференцине чĕнтернĕ. Лайăх ĕçленĕшĕн ăна Ĕç Мухтавĕн орденĕпе наградăланă. Çавăнтах вăрçă вăхăтĕнче çухалнă икĕ орденĕ тупăнни çинчен пĕлтерсе кăкăрĕ çине çакса янă. Вăл сцена çинчен анса коридора тухнă. Вăйлă хумханнипе капла та начар чĕри тÿсеймен, Анфиса Александровна вилсе кайнă.
Вăрçă хыççăн колхоз ертÿçи пулса Т.Васильев, К.Хромов, А.Егоров, К.Иванов, И.Никитин ĕçленĕ. 1951 çулта Хыркасси Мичурин ячĕпе хисепленекен колхоза кĕнĕ.
Пурнăç лайăхланса пынăçемĕн кĕтмен çĕртен инкек сиксе тухнă. 1957 çулхи авăн уйăхĕнчи пушарта 2-3 сехет хушшинче 18 кил-çурт карти-хури ним юлмиччен çунса кайнă. Ефимов Петр Ф. çулăм айне лекнĕскер больницана илсе кайнă чух çул çинче вилнĕ. Çакăн хыççăн ял халăхне вăрман касма ирĕк панă. Вĕсем хĕл каçма лаç пек вăхăтлăха пĕчĕк çуртсем лартма ĕлкĕрнĕ.
Халĕ Сосновка ялĕн урамĕ асфальтлă, çĕнĕ кирпĕч çуртсем çулсеренех ÿссе пыраççĕ. Ял ĕлĕкренех паллă та сумлă çынсемпе пуян. Чи ватă çынсенчен пĕри Васильев Артемий Павлович 1983 çулта вилет. Унăн аслашшĕ Вырăс Куганакĕнче тĕне кĕнĕ, Асавра венчете тăнă, 1906-1911 çулсенче Киевра çар хĕсметĕнче тăнă, Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пулнă, 1923 çулхине 110 çула çитсе вилнĕ. Вăл Меселпуç шкулĕнчи пĕрремĕш вĕрентекенсене Миронов Андрей Мироновича, законоучитель-пупа Малышев А.Г. тата продотряд начальникне Степанова пĕлнĕ. Михайлов Кирилл Терентьевич (1890-1993) хăйне вĕрентекенсем Хусантан килнĕ чăваш Егоров Алексей Андреевич, Ломоносов Алексей Степанович, Антоновка чăвашĕ Василий Архипович, Мария Исаевна çинчен кала-кала панă. Вăтам Азинчен граждан вăрçинчен 1924 çул таврăннă. Кайраклă ялĕнче продотрядра та çÿресе курнă.
Вăрçă хыççăн колхозра ĕçлесе ударнике тухнисен шутĕнче А.Васильев, К.Хромов, А.Хромова, А.Васильев, И.Христофоров, Л.Дмитриева, О.Христофорова тата ыттисем те.
1970 çулхи çырав тăрăх 30 килĕллĕ Сосновкара -142 çын, 1999 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне 31 килĕре 61 çын пурăннă, 2009 çул тĕлне 27 килĕре 56 çын юлнă.
Малалла уявра Мичурин ячĕпе хисепленекен ООО ертÿçи А.А.Александров тата ял канаш пуçлăхĕ А.Ю.Иванов сăмах тухса каларĕç. Ялти пурăнакансене юбилейпе кунта нумай çул пурăннă Александрова Зинаида Андреевна саламларĕ.

Уява Меселпуçĕнчи «Шăпчăксем» тата ача пахчинчи хăйпултарулăх ушкăнĕсем илем кĕртрĕç.
Уява хутшăнакансем пурте Уяв йĕркелÿçисене: Васильев Анатолий Алексеевича, Васильева Людмила Николаевнана, Александрова Маргарита Николаевнана, Хромова Людмила Геннадьевнана,Тимофеева Валентинана тата ыттисене те халăха савăнăç парнеленĕшĕн, тутлă апат-çимĕçпе сăйланăшăн тав турĕç.

И. Ефимов, Меселпуç ялĕ.

Читайте нас: