Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уявсем
30 Июлӗн 2019, 16:31

Дадановка ялне – 90 çул

Июль уйăхĕнчи çак кунсенче Меселпуç ялсоветĕнчи Дадановка ялĕ никĕсленĕренпе 90 çул çитнине паллă турĕ.

Тĕнчере чи хакли – тăван енĕм,

Ачаранах юратнă тăван ялăм.

Çĕр-пин тĕслĕ чечеклĕ улăх-çаранăм,

Тăванла пуплекен сĕм вăрманăм.

Асатте-кукаçи никĕсленĕ тăван ялăм -

Пурнăç тинĕсĕнчи лăпкă утравăм.

Вăл ача чухнехи сăпка евĕр туйнать,

Инçетре чух ялан хăй патне туртать.

Елена Яковлева.
Ял историйĕшĕн 90 çул нумай та мар пек, анчах та çак вăхăтра кунта пурăнакан çынсен темиçе ăрăвĕ, истори хăй те, пурнăç йĕрки те улшăннă. Ялăн историне аса илнĕ май, кашниех сăмахне „Эпир çамрăк чух...” сăмахсенчен пуçлать. Çапла, В.А.Алексеев ертсе пыракан, таврара пурте пĕлсе тăракан Мичурин ячĕллĕ колхозра, ун шутĕнче Дадановка çыннисем те вăй хунă, кунĕн-çĕрĕн пурнăç вĕресе тăнă. Халăхĕ ĕçчен тата паянхинчен самай йышлăрах пулнă.


Паянхи кун Дадановкара 40 яхăн çын пурăнать, вĕсенчен ытларах пайĕ – пенсионерсем. Хальхи вăхăтри „Мичурина” ОООра ĕçлекенсем - вунă çынран та кем. Пурĕ икĕ ача шкула çÿрет. Почта, больница, шкул тата социаллă пĕлтерĕшлĕ ытти объектсем пилĕк километр инçĕшĕнчи кÿршĕллĕ Меселпуç ялĕнче вырнаçнă. График тăрăх кунта эрнесерен куллен кирлĕ таварсемпе автолавка килсе каять.


Юбилей уявлама çак кун кÿршĕллĕ ялсемпе хуласенчен хăнасем тата çак ялтан тухса кайнисем пухăннăччĕ. Уяв ячĕпе ял çыннисене „Мичурина” ООО председателĕ А.А. Александров, Меселпуç ялсовечĕн пуçлăхĕ А.Ю.Иванов ăшшăн саламларĕç. Александр Анатольевич ялйыша хаклă тăван çинчен илемлĕ юрă юрласа пачĕ. Андрей Юрьевич ялти чи ватă çынсене, чи çамрăккисене, чи активлисене асăнмалăх парнесем пачĕ, вĕсен шутĕнче Д.К.Антипов, М.А.Ефимов, В.И.Александрова, С.Г.Яковлев, Н.П.Никитин, К.П.Никитин, П.А. Никитин, В.М.Александров, Г.А.Яковлев, В.М. Христофоров, В.Г. Семенов, В.Е.Христоворов, М.В. Никитин, Н.Г. Иванова тата ыттисем.


Палăртас пулать, кăçалхи çулла дадановкасем ялти пысăк пĕлтерĕшлĕ объектсене – кĕперсене - туслăн пухăнса юсарĕç. Пĕрлехи çак ĕçе май пур таран мĕнпурĕ хутшăнчĕ: кам укçа-тенкĕ парса, кам стройматериал тупса, кам хăй тухса ĕçлесе. Ял çыннисем кирлĕ укçа-тенкĕне тупма пултарнă тата хăй те çак ĕçе хутшăннă ялсовет пуçлăхне Андрей Юрьевича, çаплах Петр Никитин активлă йĕркелÿçĕне пуçарăвне вĕçне çитернĕшĕн тата ăсталăхшăн чунтан тав тăваççĕ. Çаплах ял тăрăхĕн унчченхи пуçлăхĕ Т.Д.Карамзина саламларĕ. Вăл çак яла газ кĕртес енĕпе хăй туса хăварнă проект малашлăхра та пулин пурнăçа кĕрессе шанса тăнине пĕлтерчĕ.


А.М.Николаева тĕп культорганизаторăн ĕçĕ те хисепе тивĕçлĕ, вăл юбилей тĕлне концерт йĕркелерĕ. Ял тăрăхĕнче клуб пулманнине пăхмасăр, пултарулăх коллективĕсем шанчăка çухатмаççĕ, хăйсен ăсталăхне аталантарса пыраççĕ, Меселпуç ялсоветĕнче кăна мар, ытти районсемпе республикăсенче те куракансене савăнтараççĕ. В.Н.Бабичев ертсе пыракан „Шăпчăксем” фольклор ансамблĕ авалхи тата хальхи вăхăтри чăваш юррисене питĕ ăста шăрантарчĕ. Артистсемпе пĕрле уява пухăннă халăх та, вăрман та юрларĕ. „Грация” ансамблĕн чипер хĕрĕсем куракансене илемлĕ йăл кулăсем, тыткăнлакан ташăсем парнелерĕç.


Уяв апат-çимĕçĕсĕр мĕнле уяв ирттĕр-ха?! Ирхи пилĕк сехетренпех кунта кăвайтсем çинче Т. Вавилова, Т. Хромова, С. Александрова, З.Яковлева, Р. Христофорова килти пекех тутлă плов, салма яшки, тефтели, улма пĕçернĕ, сĕтел тулли апат-çимĕç хатĕрленĕ.


Валерий Маркелович ертсе пынипе уява çитнĕ кашни çемье хăй ятĕнчен сăмах каларĕ.
„Дадановка – пирĕн тăван ял. Кунта сывлăшĕ те уçăрах, шывĕ те тутлăрах, хĕвелĕ те ăшăрах туйăнать. Тăван ял – чи илемли. Çуркунне çĕмĕрт, сад пахчинчи улма-çырла, çăка çеçке çурать, çулла çерем çинчи чечексенчен пыл шăрши кĕрсе тăрать. Халăхĕ те кунта пыл хурчĕ пек ĕçчен.Паянхи уява йĕркелени те çавна пĕлтерет. Ял халăхĕ тăрăшнипе эпир кунта хăнара, пĕр-пĕрне курса, концерт курса савăнатпăр. Пурне те ырлăх-сывлăх, ăраскал, тивлет. Ачăрсенчен пархатар курма, мăнукăрсен туйĕсенче ура хуçса ташлама сунатăп. Мулăра – перекет, пуçăра – сывлăх!”

Альбина АНДРЕЕВА.
***
„Чи малтан кунта темиçе çын ĕçе çÿренĕ, вĕсем пыл хурчĕ тытнă. 1929-мĕш çул Меселпуç ялĕнчен кунта тăватă кил куçса килнĕ. Ку вырăна „дÿрткил” тенĕ. Çавăнтан пĕчĕккĕн ялăн историйĕ пуçланса каять. Хастартарах çынсем тата куçса килеççĕ. Вырăн пурне те çитмен пирки юманлăха касма тытăнаççĕ. Çĕр уйăрса илеççĕ. Вăтăра яхăн килĕ пурĕ кунта пулать. Пĕр енчен вар, тепĕр енчен вăрман, урăх нихăш еннелле те ял ÿсмен. Ял çыннисем Мичурин ячĕллĕ колхозăн виççĕмĕш бригади шутне кĕнĕ, кирек епле ĕçре те пирĕн бригада малта пынă, туслă ĕçленĕ. Аслă ăрусенчен тĕслĕх илсе, пирĕн те тăрăшса ĕçлемелле. Ура утнă чухне, пуç ĕçленĕ чухне çавăн пек пулма тăрăшăпăр. Уйăха яхăн кĕпер турăмăр. Вăйпитти çынсем кĕреçе тытрĕç, пултарайманни мораль енĕпе пулăшрĕ. Ку та пире ĕçре пулăш пулчĕ. Мĕн тунине упрар. Вăл ют çынна мар, хамăра кирлĕ.”

Петр НИКИТИН.

***
„Тăвансем! Тав сире пурне те паян уява килнĕшĕн. Çитмĕл çул турăмăр, сакăрвунă çул турăмăр, акă, тăхăрвунă çул та çитрĕ. Çакăн пекех йышпа, пурте пĕрле пухăнса çĕр çулне те савăнса тумалла пултăрччĕ. Тата уйрăмах Никитин Петра тав сăмахĕсем калас килет. Эпир кĕперсем турăмăр, çак ĕçре вăл пирĕн йĕркелÿçĕ пулчĕ. Вăл тăрăшнипе, пуçланă ĕçе çине тăрса тунипе халь пирĕн питĕ лайăх кĕперсем пур. Тата виççĕмĕш кĕпер юлать пирĕн, ăна тăвассине эпир ытларах çамрăксене шанатпăр.”

Владимир ХРИСТОФОРОВ.

***
„Вăрçă вăхăтĕнчи ачасем ĕнтĕ эпир. Ваттисем, атте-аннесем ирех тăрса ĕçе тухса каятчĕç. Эпир те, ачасем, шкул пăрахаттăмăр та ĕçе çÿреттĕмĕр. Уçăп пиччепе Акули аппасем лашапа тырă акатчĕç. Ĕлĕк тырăсем çумлă пулатчĕç. Унтан Сантăр аппа (Явкан амăшĕ) пире тырăсем çумлама илсе çÿрететчĕ. Атте-аннесем те, çитĕнсе çитсен хамăр та, пурте тăрăшса ĕçлеттĕмĕр. Хальхи çамрăксем выçă ларсан та, укçа парсан та ĕçлесшĕн мар. Ачасене ĕçе вĕрентсе ÿстермелле. Ĕçлесен кăна пурнăç малалла каять. Пурне те вăрăм ĕмĕр, савăнса пурăнма сунатăп.”

Марцелия ЕФИМОВА.

***
„Ялйышсем, тав сире, пурне те тăрăшса ĕçленĕшĕн. Пире, ваттисене, хисеп тунăшăн, пирĕнпе канашланăшăн. Пирĕн вăй-хал чакрĕ ĕнтĕ. Пысăк ĕçсене халĕ тăваймастпăр. Вăхăтĕнче эпир ферма та, пекарня та, çулсем те турăмăр. Эпир те тăрăшса ĕçлерĕмĕр хамăр вăйпитти чухне. Халь эпир сирĕн çине шаннă. Эсир кĕпер тăватăр, ялти ĕçсене пурне те ертсе пыратăр. Тавтапуç сире çавăншăн.”

Зоя НИКИТИНА.

***

„Хаклă ялйыш, тăвансем! Тавтапуç пурне те туслă йышпа пуçтарăннăшăн, ĕçленĕшĕн. Малалла ĕçлеме те вăй-халăр, сывлăхăр пултăр.”

Вера АЛЕКСАНДРОВА.

***

„Пурне те тавтапуç паянхи кун çакăн пек уяв йĕркеленĕшĕн, чĕннĕшĕн. Хама эп Дадановка çынни тесе шутлатăп. Кăшт спорт çинчен каласшăн. Дадановка ялĕнчен нумай спортсмен тухнă. Тата лайăххисем! Лидия Моисеевна велосипед спорчĕпе Кăнтăр Урал чемпионки пулчĕ. Нина Григорьевна Пушкăрт республикин чысне хÿтĕлерĕ. Альбина Владимировна çăмăл атлетикăпа шкул ачисем хушшинче икĕ хутчен чемпион пулчĕ. Тамара Григорьевна, Роза Кирилловна паянхи кунччен „Россия йĕлтĕр йĕрĕ” ăмăртăва хутшăнаççĕ, парнеллĕ вырăнсем çĕнсе илеççĕ. Владимир Алексеевич, Петр Николаевич, Виктор Николаевич спортпа тĕрлĕ енлĕ туслă пулчĕç. Маттур, ачасем! Ачасене çакăн пек воспитани памалла! Çакăн пек çынсем ÿстермелле!”

Аркадий ЕВСЕЕВ.

***

„Халĕ пирĕн ачасем футболистсем, мечĕк хыççăн чупаççĕ. Маттур ачасем! Акатуйра районти командăсем хушшинче иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Çав шутра пирĕн ывăлсем те!”

Татьяна ВАВИЛОВА.

***

„Вунă çултан çак йышпах ялăн çĕр çулне паллă тума сывлăх пултăрччĕ! Пурне те сывлăх! Чирлеме ан шутлăр та! Сакăрвунă çул тунине аса илетĕп. Ун чухне пурте шап-шурă, илемлĕ чăваш кĕписем тăхăннăччĕ. Ял вĕçĕнче ирчченех юрă-ташă кĕрлерĕ. Питĕ хаваслă пулчĕ.”

Тамара ХРОМОВА.

***

„Тăвансем! Çакна та каласа хăварас килет. Итлĕр-ха, эпир ларакан сĕтелсем, саксем, çаксене пурне те вĕт Ефимов Виталий туса хăварчĕ. Пĕринчен тепри илемлĕрех хĕрĕсем, çавсене качча пама, туй тума хатĕрлерĕ вăл вĕсене. Çын вĕрентнине юратмастчĕ. Мĕнпур ĕç аллинчен килетчĕ. Эпир унпа иккĕн хĕллехи хĕрĕх градус сивĕре çĕрле вилме выртнă сыснана та пусрăмăр. Шăнса каймасса мунча хутса ятăмăр, кĕрсе ăшăнатпăр та, каллех ĕçе тытăнатпăр. Виçĕ сехет аппаланса пурпĕр ĕçе вĕçлерĕмĕр.Халĕ вара унăн ырлăхĕпе ялĕпе усăланатпăр: кам пумилккене илсе каять, кам уява. Йывăр тăпри çăмăл пултăр!”

Валерий АЛЕКСАНДРОВ.

Уяв сĕтелĕ хушшинче ваттисем вăрахчен васкамасăр калаçрĕç. Ывăнса кайсан хастар кĕвĕпе шăм-шак çемçетрĕç. Кунта вара аллисене туя тытнисем те тытăнса тăраймарĕç, ташша ячĕç, юрларĕç.


...Кăвайтсем тахçанах сÿннĕ ĕнтĕ. Шăрчăксем каçхи шăплăхра хăйсен юррисене хаваслăн шăрантараççĕ. Хушăран çеç лăпкă çил çĕкленет, пĕрре пĕр вĕçрен, тепре тепĕр вĕçрен ялйышăн чуна тыткăнлакан юррисене илсе килет...


Аслă ăру – историе упракансем... Çулсерен вĕсем сахалланса пыраççĕ. Çамрăксем вара пурте ялтан тухса каяççĕ. Çавă çеç шел. Анчах та, çакна пăхмасăр, çĕр çинчи юратнă кĕтесĕме вăрăм ĕмĕр, чечекленÿ, ял çыннисене сывлăх, ырлăх-пурлăх сунас килет. Тавтапуç уявшăн!


Сăнÿкерчĕксене çакăнта пăхма пулать: https://aur-vesti-ch.rbsmi.ru/gallery/dadanovka/
Читайте нас: