Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уявсем
26 Июлӗн 2019, 14:01

Хуткупăс – халăх чунĕ...

Наумкино ялĕнче „Выля, мордва хуткупăсĕ!” иккĕмĕш республика фестивалĕ иртрĕ.

Унăн йĕркелÿçисем республикăри мордвасен наци-культура центрĕ, Халăхсен туслăхĕн çурчĕ (Уфа хули), район тата Балăклăкуль ял тăрăхĕн администрацийĕсем пулса тăчĕç.
Уяв участникĕсене, хăнасене тата куракансене район администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Сергей Цуканов, Уфаран килнĕ хăнасем – ПР Госпухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ, республикăри мордвасен наци-культура центрĕн председателĕ Юлия Герасимова, ПР Халăхсен туслăх çурчĕн директорĕн заместителĕ Ильшат Сабитов тата ыттисем – саламларĕç.
Фестивале Белебей, Бижбуляк, Ермекей, Кăрмăскалă, Стерлитамак, Федоровка районĕсенчи тата Стерлитамак хулинчи ăста купăсçăсем тата художество пултарулăх коллективĕсем пухăнчĕç. Тата, паллах, хуçасем – аургазăсем – хăйсем.
Купăс нумаях та пулмасть-ха ял халăхĕшĕн тĕп музыка инструменчĕччĕ, купăсçă вара – ялти чи хисеплĕ çын. Эпĕ астăвасса, 60-70-мĕш çулсенче, тĕттĕмленме пуçласан каччăсем тата хĕрсем урама тухатчĕç. Купăсçă хуткупăс кнопкисене васкамасăр пĕрин хыççăн теприне тиветчĕ. Унтан вăйă-кулă пуçланатчĕ – юрăсем, ташăсем... Çак музыка инструменчĕсĕр пĕр уяв та, пĕр туй та иртместчĕ! Шел пулин те, юлашки çулсенче ялсенче хуткупăс е баян сасси сайрарах та сайрарах илтĕнет. Ырă йăла манăçса пырать, çакă питĕ пăшăрхантарать.
Конкурс участникĕсем – пирĕнпе юна¬шар пурăнакан ахаль ял ĕçченĕсем: механизаторсем тата строительсем, электриксем, студентсем, культура ĕçченĕсем... Ÿсĕмĕпе тата профессипе тĕрлĕрен. Вĕсенчен нумайăшĕ музыка училищи тата институт пĕтермен, анчах çуралнăран пулнă таланта, халăх кĕввине питĕ юратнине, тăрăшнине пула чаплă ăсталăха çитнĕ тата итлекенсем хисепленине тивĕçнĕ. Кашни купăсçă хăйне евĕрлĕ, кашни чун-чĕрене хăйне майлă тыткăна илчĕ. Кашни купăсçă-юрăçăна куракансем хĕрÿллĕн алă çупса кĕтсе илчĕç. Вĕсем мордва, вырăс, тутар, чăваш чĕлхипе питĕ нумай юрă, такмак юрларĕç. Куракансем вара юрăсем пурте туслăх тата Çĕр çинчи тăнăçлăх, юратнă çынсем, тăван ял çинчен пулнине куçаруçăсăр та ăнланчĕç... Уява профессиллĕ музыкант, Стерлитамак ху¬линчи „Иркэн” ансамбль руководителĕ Радик Галимзянов уçрĕ. Вăл тÿрех темиçе купăспа тутар кĕввисем каларĕ, тăвăллăн алă çупнине тивĕçрĕ. Иван Комболов (Стерлитамак районĕ), Александр Уткин (Бижбуляк районĕ), Анатолий Юртов тата Владимир Афанасьев (Кăрмăскалă районĕ), Александр тата Надежда Голо¬винсем (Ермекей районĕ) хăйсен музыка инструменчĕсен – баян тата хуткупăс – ылтăн планкисене пĕрин хыççăн тепри пысăк ăсталăхпа янраттарчĕç. Стерлита¬мак хулинчи çамрăк музыкантсем Степан Лобода тата Алмаз Хасанов куракансене уйрăмах хаваслантарса ячĕç. Аургазă купăсçисем Анатолий Матвеев, Владимир Бабичев, Петр Тимофеев, Михаил Тихонов тата Рамиль Мулюков куракансене чуна тыткăнлакан кĕвĕсемпе тĕлĕнтерсе пăрахрĕç. Купăсçăсем хавхалантарса яракан ташă кĕввисем калама пуçласан халăх чăтса тăраймарĕ, нумайăшĕ вырăнтан сиксе тăрса ташша ячĕ. Уява вара çывăхри ялсенчен те çынсем килнĕччĕ.
Фестивале творчество коллективĕсем – Чишме районĕнчи „Умарина” тата Стерлитамак районĕнчи „Вастома” халăх фоль¬клор ансамблĕсем – хутшăнчĕç. Хуçасем те – Наумкинти ялти Культура çурчĕн „Килейне” („Хурăн”) ансамблĕ - айккинче юлмарĕç. Вĕсем пурте хăйсен чуна тивекен юррисемпе уява илем кÿчĕç. Çак кунхине кая юлнисем пулмарĕç, купăсçăсем пурте фестиваль дипломĕ тата хаклă пар¬не илчĕç. Эпĕ фестиваль участникĕсенчен пĕринчен, Иван Комболовран, купăс уншăн мĕн пĕлтерни çинчен ыйтрăм. Вăл çапла хуравларĕ: „Хуткупăс – вăл халăх чунĕ! Йывăр чухне – макăрать, савăнăç тăк – юрлать!” Тĕрĕсрех каласа та пулмасть.
Çакăн пек фестивальсем час-часрах ирттерсенччĕ. Çитĕнсе пыракан ăру халăх йăлисене, юррисене, кĕввисене манса каймасса çакăн пек мероприятисем лайăх пуçару пулса тăраççĕ.

Валерий АЛЕКСЕЕВ.


Читайте нас: