Йăлана кĕнĕ тăрăх, ăна кашни çул ялти урамсенчен пĕринче ирттереççĕ. Кашни çул урăх урама суйласа илеççĕ.
Хальхинче уяв вырăнти кÿлĕпе юнашар Ленин урамĕнче иртрĕ.
Уяв ячĕпе чÿк турĕç – сурăх пусрĕç.
Вырăнти туслă халăх кÿршĕ-аршине хăналама апат-çимĕç те илсе килнĕ.
Хаваслă юрăсем тата ташăсем каçран пуçласа ирччен пычĕç.
Питрав пуххи – православи уявĕ, вăл Иван Купала уявĕ вĕçленнине тата çуллахи туйсем пуçланнине пĕлтерет.