Иртнĕ вырсарникун Меселпуç ял тăрăхĕнчи Каменка çыннисем ялăн 90 çулне паллă тунă.
Çак кунхине, йăлана кĕнĕ йĕркепе, мăшăрлă пурнăç юбилярĕсене, тин авланнисемпе качча кайнисене, ача çуралнă çемьесене саламланă.
Меселпуç ялсовечĕ ял тăрăхĕн художество пултарулăх коллективĕн участникĕсем ял çыннисене юрă-ташăпа савăнтарнă.
Ял, унăн çыннисем ячĕпе чи ырă сăмахсем янранă. Çакăн пек уявсем çынсене пĕтĕçтереççĕ, яла пĕтме памаççĕ.