Уяв Таштамак ялĕнчи Культура çурчĕ умĕнчи площадьре иртнĕ.
Хăйсен тăван енĕ, тăван ялĕ, тăван килĕ, ялйыш тĕлĕшпе сÿрăк мар çынсем пĕр çемье пек пухăннă.
Уяв программинче халăх вăййисем, юрă-ташă пулнă.
Пушкăртстан Республикин тава тивĕçлĕ артистки, „Сарби” чăваш эстрада-фольклор ансамблĕн солистки Елена Федорова тата ыттисем ял халăхне тата хăнасене илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарнă.