Аургазă хыпарçи
-8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уявсем
5 Июлӗн 2019, 16:52

Постра тăракансем çинчен

Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн государство инспекцийĕн (ГИБДД) ĕçченĕсем июлĕн 3-мĕшĕнче професси уявне паллă турĕç.

ГИБДД ĕçĕ кунран-кун йывăрланать – транспорт шучĕ ÿссе пырать, çул çинчи куçăм интенсивлăхĕ пысăкланать. ГИБДД район уйрăмĕн личнăй составĕнчи тăхăр çын район пĕлтерĕшлĕ 525 километр автомобиль çулĕсене тата Уфа-Оренбург федераллă трассăн 44 километрне тĕрĕслесе тăрать. Çулталăкăн пĕрремĕш çурçуллăхĕнче пирĕн сотрудниксем çулпа пымалли правилăсене 3865 хут пăснине тупса палăртрĕç. Камшăн-тăр çакă ахаль цифра çеç, пирĕншĕн вара – аварисене сирсе яни тата пурнăçа сыхласа хăварни.
Район уйрăмĕн сотрудникĕсем хăйсен професси тивĕçне малалла та чыслă пурнăçлассине шанса тăратăп. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн, яваплăхшăн тата хăвăрăн ĕçĕре парăнса тăнăшăн чунтан тав тунине йышăнсамăр!
И. СУНЯЕВ, полици капитанĕ, ГИБДД уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ.
Читайте нас: