Аургазă хыпарçи
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уявсем
4 Июлӗн 2019, 20:10

Авалхи улăпсен крепоçĕнче

Район делегацийĕ Чăваш Республикинче фольклор уявĕнче пулса курчĕ.

Аургазă районĕ Чăвашенри Шупашкар районĕпе тăванлашнă. Муниципаллĕ образованисем пĕр-пĕринпе пилĕк çул ытла тачă çыхăну тытаççĕ. 2014 çулта çак район делегацийĕ пирĕн патра пулса курнă, аургазăсем вара тепĕр çултан хирĕçле визитпа хăнара пулнă. Кăçал Аургазă районĕн представителĕсем Шупашкар районĕнчи Кĕçĕн Сĕнтĕр (Малый Сундырь) ялне кайрĕç, унта пĕтĕм Россия акатуйĕнче пулса курчĕç, вăл вырăнти „Хравути пуххи” фольклор уявĕпе пĕр вăхăтра иртрĕ.


Ял таврашĕнче пилĕк çул каялла „Чемен карти” е „Чемен крепоçĕ” (чăваш юмахĕсенчи паттăр) этнографи комплексĕ туса лартнă. Комплексăн тĕп площадьне карта тытнă. Карта периметрĕпе кашни ял тăрăхĕн кил-çурчĕ вырнаçнă. Кĕтессенче – авалхи çар пуçĕсене тата паттăрсене хисеплесе лартнă тăватă башня. Площадь варринче – сцена тата чÿк вырăнĕ (киремет). Площадь пĕр енĕпе кафе тата туристсем валли мотел, хальхи чăвашсен мăн аслашшĕсен – авалхи булгар-суварсен – йăла тата историйĕн этнографи музейĕ вырнаçнă. Тепĕр енне историлле реконструкцисем валли хир хăварнă, унта авалхи çапăçусене малтанхи пек туса кăтартаççĕ. Кĕмелли тĕп вырăнта – улăп чулĕсен аллейи. Тĕлĕнмелле, анчах чулсенчен пĕрне Салават Юлаев ятне панă. Комплекс Чăваш Республикинче халăх уявĕсем ирттермелли кăмăла каякан вырăн пулса тăнă. Унăн башнисен фонĕ çинче историлле фильм та ÿкернĕ.


Уяв хăнисемшĕн сцена çинче мăн асаттесене асăннин йăлине кăтартрĕç. Мăчавăр (жрец) лайăх çанталăк ыйтса кĕлтурĕ. Туй йăли тĕп курăнăш пулса тăчĕ. Вырăнти артистсем каччă килсе çитнине, хĕр йĕррине тĕп-тĕрĕс кăтартса пачĕç. Каччă тусĕ хĕр çумĕсене чăпăрккапа ячĕшĕн çапса илчĕ. Хĕре вара каччă виçĕ хут çапрĕ. Апла пулин те, хĕр каччă килне йăл кулăпа кайрĕ. Çамрăк мăшăр кайнă хыççăн хĕрĕн ашшĕпе амăшĕ хăнасене хăналама тата парне салатма тытăнчĕç.


- Çакăн пек çапса илни усал сывлăша тасатни шутланать. Тата пĕр вăхăтрах каччă хăйне çемье хуçи пек çирĕплетет. 50-60-мĕш çулсенче пирĕн патра та, Куезбаш ялĕнче, туйсем çапла иртетчĕç. Хĕрне, хĕр çумĕсене те чăпăрккапа çапатчĕç. Хăнасене те çаплах хăналатчĕç. Шел, çамрăксем халĕ йăласене пăхăнмаççĕ, - тет пирĕн делегацийĕн руководителĕсенчен пĕри Георгий Орлов.




Туй хыççăн уяв концерчĕ пуçланчĕ, унта вырăнти коллективсем тата Российăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен – Самара, Ульяновск, Иркутск тата Тюмень облаçĕсенчен, Мари Эл тата Тутарстан республикисенчен – килнĕ артистсем хутшăнчĕç. Куракансене Непал çынни Дипендра Мани юрлани уйрăмах килĕшрĕ. Вăл - чăваш эстрадин юратмăшĕ. Унăн хавхалантарса яракан такмакĕсем янранă май хăнасем пурте ташша ячĕç.


Концерт пынă вăхăтра ытти регионсен делегацийĕсен руководителĕсем кил-çуртсенче пулса курчĕç, вĕсенчен кашни Вăрман-Сюктер ял тăрăхĕнчи (этнокомплекс унăн территорийĕнче вырнаçнă) яла тăратнă. Пÿртсене йăлари япаласемпе илемлетнĕ, сĕтелсем вара халăх апачĕпе тулнă. Хăнасене пурне те çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç, сăрапа хăналарĕç. Кил-çуртсенчен пĕринче пирĕн район представителĕсем Федор Кузьмин тата Георгий Орлов хăнасене йышăнакансене пĕр пĕчĕк витре пушкăрт пылĕ парнелерĕç, шупашкарсене пирĕн уявсене килсе курма йыхравларĕç.




СПРАВКА

Хравути пуххи е Хра вудди поххи (тури тата анатри чăвашсем çапла калаççĕ) – Сĕнтĕр чăвашĕсен йăлана кĕнĕ уявĕ. „Хир суханĕ пуххи” тенине пĕлтерет. Çак ялта пурăнакансем тата çакăнта çуралса ÿснĕ çынсем Чура паттăра хисеплесе асăнма пухăнаççĕ (ăна Атăл тăрăхĕнчи тутарсем те хисеплеççĕ). Авалхи сăмах тăрăх, XIV ĕмĕр пуçламăшĕнче пурăннă улăп ахаль çынсене пусмăрçăсенчен хÿтĕленĕ, халăха çăткăн ертÿçĕсене хирĕç çĕкленĕ. Тăшмансем çапăçусенчен пĕринче улăпа вĕлернĕ. Çавăнтан пуçласа çынсем кашни çул ăна хисеплесе асăнма пухăнаççĕ, хир суханĕнчен пĕçернĕ асăну кукăлĕ çиеççĕ. Легендăсемпе чапа тухнă уяв халĕ нумайрах ялйыш тĕлпулăвĕ евĕрлĕ иртет.

Андрей ВОРОНЦОВ

Видео: Павел Иванов, "Тăван Ен" хаçат


Читайте нас: