Пур хыпар та
Уявсем
3 Июлӗн 2019, 11:11

Пушкăртстанра çĕнĕ уяв пулĕ

Радий Хабиров Пушкăртстанра çулсерен паллă тăвакан çĕнĕ уяв пулса кайни çинчен пĕлтернĕ.

Пушкăртстан Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлаканĕ Радий Хабиров нумай та пулмасть Торатау ту айĕнче пуçласа иртнĕ „Торатау йыйыны” уяв малашне йăлана кĕнĕ уяв пулассине тата кашни çул иртессине пĕлтернĕ.
Енчен те кăçал уявлассине 50 пин çын хутшăннă пулсан, тепĕр çул халăх темиçе хут нумайрах пуласса шаннине пĕлтернĕ, мĕншĕн тесен халлĕхе çавăн çинчен нумайăшĕ пĕлмен, тепĕр çул вара пурте пĕлсе тăрĕç.
Радий Хабиров Ишимбай пуçлăхне тата уява йĕркелессине активлă хутшăннисене пурне те тав тума, çаплах çитес çула хатĕрленме пуçлама хушнă.
Читайте нас: