Пур хыпар та
Уявсем
25 Июнӗн 2019, 17:15

Çамрăксен кунĕ

Июнĕн 29-мĕшĕнче Толбазă ялĕнче Çамрăксен кунĕ иртет.

Программăра:
10.00-14.00 сехетсенче Çĕнтерÿ паркĕнче:
- „Анне, атте, эпĕ – спорта юратакан çемье” ăмăрту;
- „Шанăç сукмакĕ” квест-вăйă.
„Çемье” центрăн районти уйрăмĕн специалисчĕсем „Хăрушлăхсăр каникулсем” çемьепе канмалли кун ирттереççĕ:
- Open lecture (психолог площадки) - “Сывлăх сукмакĕ” лекци, уçă сывлăшра тренинг;
- ачасемпе çемьесем валли çулпа çÿремелли правилăсем, канури хăрушсăрлăх никĕсĕсем тата малтанхи медицина пулăшăвĕ парасси тăрăх квестсем/викторинăсем. ГИБДДпа, МЧСпа, районти тĕп больницăпа хăрушлăхсăр çулла;
- грим, вак-тĕвек туса хатĕрлесси тата супăнь кăпăкĕ енĕпе мастер-классем;
- „Пĕрле ÿкеретпĕр” флешмоб – пурăпа ас¬фальт çинче пĕрле ÿкересси.
18.00-20.00 сех. – тĕслĕ тусан шоувĕ, тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсемпе выляни. Çаплах ачасем валли аквагрим, аттракционсен тата батут площадкисем йĕркелĕç.
20.00-21.00 сех. – Культура керменĕ умĕнчи площадкăра – уява савăнăçлă лару-тăрура уçасси, вырăнти коллективсен концерчĕ, наградăласси.
21.00-23.00 сех. – „5 июля” поп-ушкăн концерчĕ, ташăсем – дискотека.
Йĕркелÿ комитетĕнче 2-19-91 телефонпа тĕплĕнрех ыйтса пĕлме пулать.
Читайте нас: