Юлашки çулсенче акатуйра çанталăк аургазăсене питех иртĕхтермест. Хальхинче те уй-хирте çиллĕччĕ, хĕвел пĕлĕтсем айне пытаннăччĕ, сайра хутра, унсăр халăх мĕнле савăннине пĕлесшĕн пулнă пек, курăнса илетчĕ.
Анчах та, çанталăк кăмăлĕ ăмăр пулнине пăхмасăр, уявра халăх нумайччĕ. Акатуя çемйисемпе, мăшăрсемпе, ушкăнсемпе утатчĕç. Суту-илÿ речĕсем ăшалакан шашлык тата пĕçерекен плов шăршисемпе илĕртетчĕç те ĕнтĕ.
Анчах та тĕп ĕçсем сцена çинче – акатуй варринче пулса иртрĕç. Районти культработниксем театрализациленĕ илемлĕ представлени кăтартрĕç. Ăна ПР 100 çулне, Театр çулталăкне тата пушкăрт писателĕн Мустай Каримăн юбилейне халалланăччĕ. Шап-шурă кимоно тăхăннă хĕрачасемпе арçын ачасене наци тумĕсем тăхăннă ташăçăсем, ялавçăсене мини-представленисем улăштарчĕç...
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов плуг уявне уçни çинчен пĕлтерчĕ, ял çыннисене ăшшăн саламларĕ. Савăнăçа пĕрле пайлама чĕннĕ хăнасем – ПР культура еткерлĕхĕн объекчĕсен государство хуралĕ енĕпе управленийĕн руководителĕ Ильгам Фаткуллин, пирĕн ентешсем: Россельхознадзорăн ПР тăрăх управленийĕн руководителĕ Юрий Петров, ПР тата РФ ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Магасум Ягафаров – килнĕччĕ. Тÿрĕ кăмăллă ĕçлесе район пуянлăхне тата чапне ÿстерекен малта пыракан хуçалăхсене, уй-хир тата ферма ĕçченĕсене, предпринимательсене, ĕç ветеранĕсене наградăларĕç.
Савăнăçлă пай хыççăн канмалли тата хавасланмалли вăхăт çитрĕ. Вăйă тата спорт площадкисем ĕçлерĕç. Волейболистсемпе футболистсем командăсемпе ăмăртрĕç. Кире пуканĕ йăтакансене курма халăх йышлă пухăннăччĕ. Арçынсем, мускулсен вăйне тĕрĕслесе, 24 килограмлă кире пуканĕ йăтрĕç. Армрестлингра хĕрарăмсем те курăнчĕç. Тавçăрулăхпа тимлĕхе тĕрĕслес енĕпе халăх вăййисем нумайччĕ. Ачасене тĕрлĕрен аттракционсем савăнтарчĕç. Вĕсем питĕ пысăк батут çинче сикрĕç, квадроциклсемпе ярăнчĕç, карусель çинче çаврăнчĕç, пылак вата çисе киленчĕç.
Уяв варринче кĕтмен çĕртен тÿпере самолет курăнса кайрĕ. Çур сехет тăршшĕне летчик тĕрлĕрен маневрсем туса кăтартрĕ, çав шутра пикене кĕчĕ, „мертвая петля” фигура турĕ.
Акатуй уяв апачĕсĕр иртмерĕ. Канакан çынсем валли пысăк хуранпа плов пĕçернĕччĕ. Шашлык çиме тата вĕри чей ĕçме кăмăл тăвакансем нумай пулнипе суту-илÿ речĕсемпе иртсе пулмастчĕ. Апат-çимĕçе сĕтелсем хушшинче тутанчĕç кăна мар, хăйсемпе те илсе кайрĕç. Вырăнти фермерсем тата ял хуçалăх кооперативĕсем „Чĕрĕ ял” брендпа пыл, кăмăс, кукăль-булка, сĕт-турăх тата какайран тунă çурма фабрикатсем тăратнăччĕ.
Акатуйра художествăлла вак-тĕвек – керамика, картинăсем, авса тунă сĕтел-пукан тата килти хатĕр-хĕтĕр, туптаса тунă изделисем - сутатчĕç. Сад ăстисем улма-çырла хунавĕсем туянма пултарчĕç.
Ухă кантрине туртса карăнтарăр
Акатуй çĕнĕлĕхĕсенчен пĕри – „Тĕл перекен ухăçă” аттракцион. БГУн Стерлитамакри филиалĕн преподавателĕ Айнур Утяев (Утеймулла ялĕнчи пирĕн ентеш) мишене пеме май пачĕ. Пушкăрт филологийĕсĕр пуçне вăл авалхи халăхсен ухăран перес техникине историлле реконструкцилес енĕпе ĕçлет. Утеймулла çынни хăй те йăлари ухăран перес енĕпе тĕрлĕрен турнирсене пĕрре мар хутшăннă. Кăçал пушкăрт тумне тăхăннă филолог аургазăсене пушкăртсемпе монголсем хĕçпăшалпа мĕнле тыткаланнине кăтартса пачĕ.
Кĕрешÿçĕсен тытăçăвĕсем хĕрÿ иртрĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, малтан çамрăк паттăрсем кĕрешрĕç. Унтан - çитĕннĕ атлетсем. Яшсем хушшинче çĕнтернисене хаклă призсемпе тата асăнмалăх парнесемпе наградăларĕç. Çитĕннисем хушшинче Айдар Галимов (60 кг), Рустам Сатлыков (70 кг), Рушан Ильясов (80 кг), Ильнар Лукманов (90 кг) тата Ильсур Лукманов (90 кг ытла) чи лайăх кĕрешÿçĕсем пулчĕç, вĕсене, парнесемсĕр пуçне, 5-шер пин укçан преми пачĕç. Акатуйăн абсолютлă чемпионĕ Ильсур Лукманов тĕп приз – така – хуçи пулса тăчĕ.
Мĕнле акатуй лашасен ăмăртăвĕсĕр ирттĕр! Халăх хăвăрт чупакан утсене сăнама юратать. Лашасем хăй еккиллĕ пулаççĕ, час-часах ăмăрту мĕнле вĕçленессине пĕлме çук. Çапла, пушкăрт ăратлă лашасен ăмăртăвĕнче Буян ятлă ăйăр финиша пĕрремĕш килсе çитрĕ, анчах та, шел, юланутçăсăр. Куракансем тăвăллăн кăшкăрчĕç: „Маттур!”, „Лаша хăйĕн ĕçне пĕлет!” Телее жокей суранланман. Ăна ăмăртусен юлашки тапхăрне хутшăнма ирĕк пачĕç. Буян хăйĕн çамрăк хуçине – Антон Федорова („Салават” ХФХ ООО) - парнеллĕ виççĕмĕш вырăн илсе килчĕ. Айнур Мурзагельдин („Дружба” СПК) Орлик ăйăрпа иккĕмĕш вырăн илчĕ. Монгол урхамахпа Денис Федоров („Дружба” СПК) çак ăмăртура çĕнтерчĕ. Денис Федоров лашасемпе ăмăртма юратакансем хушшинче паллă ача. Сăмах май, яшăн ашшĕ, Валерий Федоров ветеринар, 15 çул лаша пăхать. Унăн пĕлĕвĕ ывăлне çитĕнÿ тума май парать. Кăçал Денис тăван енре кăна мар, Кăрмăскалă тата Стерлитамак районĕсенчи акатуйсенче те пĕрремĕш пулнă. Унăн Орион ятлă лаши рысаксен ăмăртăвĕнче пĕрремĕш чупса килнĕ. Иккĕмĕш вырăн кунта Шелдон лашапа Эльмир Идрисов („Таштамак” СПК), виççĕмĕшне Алагиз лашапа Фанис Фахретдинов („Таштамак” СПК) йышăннă.
Тинех кÿлнĕ лашасемпе ăмăртмалли вăхăт çитрĕ. Вĕсем стартра пурте вăхăтлă хускалса каяймарĕç. Лашасем, командăна итлемесĕр, тĕрлĕ енне кайрĕç. „Наумкино” агрофирмăри сарă-хĕрлĕ лашана пурте астуса юлчĕç. Вăл ик уран тăчĕ, ăна тытса чарма çукчĕ. Лăплантарма тăрăшнине хирĕç вăл кукалерĕ, тапăçрĕ, юлашкинчен хирĕçле енне кайрĕ. Пĕрисемшĕн çак ÿкерчĕке курма кулăшлаччĕ, теприсем лашана шеллерĕç. Çапах та çĕнтерÿçĕсене палăртрĕç. Виктор Михайлов („Лидия” ХФХ) пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, иккĕмĕшне - Исмагил ялĕнчи уйрăм хушма хуçалăх хуçи Ильфат Газизов, виççĕмĕшне - Айрат Рахматуллин („Дружба” СПК).