Район центрĕнче ирех халăх йышлă тата пĕтĕмпех уявхилле пулчĕ. Аургазăсем уяв мероприятийĕсем тата концерт иртекен вырăна çемйисемпе утрĕç.
Уяв Çĕнтерÿ паркĕнчи Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен тата тыл ĕçченĕсен палăкĕ патне чечексем хунипе пуçланчĕ. Церемони участникĕсем капăр тумланнă, чечексемпе ялавсем тытнă ачасен чĕрĕ коридорĕпе утрĕç. Вилнĕ ентешсене чысласа хĕçпăшал залпĕ янрарĕ.
Чечексем хунă хыççăн çак кунхи тĕп событи – Çĕнтерÿ парачĕ - пуçланчĕ. Ялăн тĕп урамĕпе параппанçăсен тÿрĕ речĕсем иртрĕç. Вĕсем хыççăн – „Вилĕмсĕр полк”. Кăçал акцине хутшăнакансем палăрмалла нумайрах пулчĕç. Вĕсем хушшинче ваттисем те, çамрăксем те, пĕчĕк ачасем те. Хăшпĕрисем çар формипе, пилоткăпа. Вĕсем Çĕнтерÿшĕн çапăçнă аслашшĕсен, кукашшĕсен, асламăшĕсен, кукамăшĕсен, тăванĕсен сăнÿкерчĕкĕсене йăтса пычĕç.
Парад варринче – çар ĕçĕсене хутшăннисен колонни. Малалла эстафетăна пушар службин работникĕсем йышăнчĕç, вĕсем хыççăн – çамрăк спортсменсем.
Майăн 9-мĕшĕнчи йăлана кĕнĕ ретро-техника пурне те тĕлĕнтерет. Колонна пуçламăшĕнче - „Победа” - легендăллă совет автомобилĕ. Ун хыççăн ГАЗ-69, ЗИС-5, УАЗ, „Волга” тата ыттисем пыраççĕ.
Кăçал митинга Аслă Отечественнăй вăрçăн пĕр участникĕ кăна – Шариф Мусагитов – хутшăнчĕ, вăл кăçал 94 çул тултарнă. Çулсем иртнĕçем ветерансен стройĕ çухалчĕ, тыл ĕçченĕсен речĕсем сайралчĕç, вăрçă ачисем пиртен уйрăлаççĕ. Çĕнтерĕвĕн тăхăр салтакĕ юлнă.
- Ыратăва тата çухатусене пăхмасăр, Çĕнтерÿ кунĕ – çутă кун, - терĕ уяв митингне уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов. – Çĕнтерÿçĕ асаттесемпе аттесен паттăрлăхĕ пире тăван çĕр ырлăхĕшĕн пурăнма тата ĕçлеме хавхалантартăр.
Вилнĕ воинсене аургазăсем шăплăх минучĕпе асăнчĕç.
„Чĕре астăвать, нихăçан та манмасть!” уяв концерчĕ иртрĕ, унта куракансем юратнă çар мелодийĕсене итлерĕç. Уйрăмах çамрăк артистсем тăрăшрĕç: юрларĕç, ташларĕç, сăвăсем каларĕç.
Культура керменне хирĕç пысăк площадкăра теттесем, пылак апатсем сутакан палаткăсем вырнаçрĕç. Çар кухни ĕçлерĕ, кăмăл тăвакансене çар пăттипе тата вĕри чейпе хăналарĕç.