Çăварни хыççăн пуçланакан Аслă типпĕн çиччĕмĕш эрнине кĕрес умĕн православи тĕнне ĕненекенсем „кăчкă праçникĕ” ирттереççĕ. Ку вăл Мăнкун умĕнхи вырсарникун пулать.
Сăваплă Евангелире çапла çырса хунă: „Кăчкă праçникĕ умĕнхи шăматкун Çăлакан тăватă талăк маларах вилсе выртнă Лазаре вилĕмрен чĕртсе тăратнă”. Çавăнпа тĕне ĕненекенсем çак куна „Лазарь чĕрĕлсе тăнă кун” теççĕ.
Иерусалима пухăннă халăх Çăлакан хăйĕн хăвачĕпе Лазаре вилĕмĕнчен чĕртсе тăратни çинчен илтнĕ те ушкăнĕпех Иисуса кĕтсе илме хирĕç тухнă. Вĕсем Турă хăйĕн патшалăхне тавăрма килет тесе шутланă, çавăнпа та Çăлакана патшана кĕтсе илнĕ чухнехи пекех хавхаланса кĕтсе илнĕ. Мĕнпур халăх „Турă ячĕпе килекен Израиль патши мухтавлă!” - тесе кăшкăрнă. Çăлакан пыракан çул çине хăйсен тумтирĕсене, пальма турачĕсене сарса пынă.
Паллах, пирĕн çĕршывра пальмăсем ÿсмеççĕ. Çавăнпа та Турă Иерусалима кĕнĕ кун кăчкă кăларнă хăва тураттисем йăтса чиркĕве каяççĕ.
Кăчкă праçникĕ чухне Мускаври Успени соборне пысăк хăва вырнаçтарса лартнă пулнă. Ăна тĕрлĕ хăюсемпе, че¬чексемпе, çимĕçсемпе илемлетнĕ. Кăчкă кĕлли вăхăтĕнче çав йывăçа чиркÿрен илсе тухса çунапа Мускав урамĕсем тăрăх турттарса çаврăннă. Пачăшкăсем ăна Турă шывĕ сапса сăвапланă. Кĕлле пынă халăх вара кĕлтуса тасатнă çак кăчкă турачĕсене хуçа-хуçа килĕсене илсе кайнă.
(Массăллă информаци хатĕрĕсен материалĕсем тăрăх).