Уяв мероприятийĕсем районти Культура керменĕнче иртрĕç. Сумлă хăнасем шутĕнче – РФ Федераллă Пухăвĕн Госдума депутачĕ Алексей Изотов, ПР Госпухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ Амир Ишемгулов, ПР ял хуçалăх министрĕн заместителĕ Павел Иофинов.
Юбилей выставки Культура керменĕн икĕ хутне йышăннă. Пĕрремĕш хутра хăйĕн илемлĕ, тĕрлĕрен тата, паллах, тутлă продукцине районти потребительсен обществи тăратнă. Республика картти, ялавĕ, гербĕ евĕрлĕ илемлĕ тортсем, питĕ нумай наци блюди, хăйне евĕрлĕ кондитер изделийĕсем çумĕнчен тимсĕр иртсе пыма пулмарĕ. Сĕт „фонтанĕнчен” „Урожай” СП сĕтне тутанса пăхма май пулчĕ. Шăпах çак ялхуçалăх предприятийĕ сĕт суса илес енĕпе республикăра лидерсенчен пĕри пулса тăрать. Ял хуçалăх управленийĕн, нумай профиллĕ колледжăн, вĕрентÿ пайĕн, ачасен хушма пĕлĕвĕн „Альтаир” учрежденийĕн, централизациленĕ библиотека системин, историпе краеведени музейĕн, районти тĕп больницăн, ачасемпе яшсен спорт шкулĕн, „Ажемак” кирпĕч завочĕн, „Аургазымолпродукт”, „Чĕрĕ ял” ялхуçалăх кооперативĕн выставка лаптăкĕсем район историне, унăн çитĕнĕвĕсене сăнарларĕç. Уйрăм предпринимательсен, халăх ăстисен экспозицийĕсем хăйсен илемĕпе тата содержанийĕпе илĕртрĕç. Кунта республикăн тата тăван кĕтесĕн историйĕ тĕлĕшпе ырăлăх, уçăлăх, юрату тата хисепленин лару-тăрăвĕ хуçаланчĕ.
Мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ Зуфар Идрисов уçрĕ.
- Эпир паян Пушкăрт правительстви тата Совет влаçĕ хушшинче çĕршывра автономиллĕ пĕрремĕш наци республики – Пушкăртстан Республики – туса хуни çинчен Килĕшĕве алă пуснине 100 çул çитнине паллă тăватпăр! Ентешсене пурне те тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата тăван çĕре юратнăшăн тав тăвас килет. Аургазăсен ĕçченлĕхĕ тата çирĕп тĕллевлĕхĕ малашне те тăван район, апла пулсан, республика та динамикăллă аталанассине пулăшĕç! Эпир пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса, яланах пирĕн республикăн чи лайăх пайĕ пулса юлас тесе, тăван яла тата пĕтĕм района тата та лайăхрах тума пултарăпăр, - терĕ Зуфар Явдатович.
Çак кунхине аургазăсене Хисеп грамотисемпе, Тав çырăвĕсемпе, юбилей медалĕсемпе наградăларĕç, вĕсем хушшинче - районăн Хисеплĕ гражданинĕсем, тава тивĕçлĕ врачсем, педагогсем, çул-йĕр ĕçченĕсем, АПК работникĕсем. Наградăсене чĕннĕ хăнасем пачĕç, аургазăсене аталану сунчĕç.
Официаллă пайĕ хыççăн сцена çинчен вырăс, тутар, пушкăрт, украин, мари, чăваш, удмурт юррисем янрарĕç. Артистсем хăйсен номерĕсенче тĕрлĕ национальноçрен тата хăйне евĕр культурăран илемлĕ „чечек çыххи” турĕç.