Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Уявсем
24 Декабрӗн 2018, 14:17

Çĕнĕ çул килет

Толбазă ялĕнчи тĕп площадьре театрализациленĕ представлени иртрĕ.

Çĕнĕ çул – чи асамлă, чи илемлĕ, чи тĕлĕнмелле тата хаваслă уяв!
Кăçал декабрь пуçламăшĕнченех район центрĕнче уява хатĕрленме пуçларĕç: урамсене тĕрлĕ тĕслĕ çутăсемпе илемлетрĕç, магазинсен витринисенче çĕнĕ çул гирляндисем мĕлтлетме пуçларĕç, микрорайонсенче тĕрлĕ тĕслĕ çутăсемпе йăлтăртатакан елкăсем ÿссе ларчĕç.
Толбазăсем тата район центрĕн хăнисем юмахсенчи юратнă сăнарсем: скоморох, вупăр карчăк, хаваслă чикансем, вăрманти хурах ушкăнĕ тата, паллах, Хĕл Мучипе Юр пике - хутшăннипе илĕртÿллĕ программăна курчĕç. Çĕнĕ çулăн символĕ – Сысна çури представленин тĕп сăнарĕ пулчĕ. Ачасемпе аслисем юрăсем юрларĕç, ташларĕç, елка тавра вăйă карти турĕç, вăйăсемпе конкурссене активлă хутшăнчĕç, тупмалли юмахсен тупсăмне тупрĕç.
Шоу участникĕсем питĕ лайăх кăмăл-туйăм, тĕрлĕрен пылак апатсем тата çĕнĕ çул сувенирĕсем илчĕç.
Читайте нас: