Аургазă хыпарçи
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çутçанталăк
18 Майӑн 2021, 11:15

Астăвăм – йывăçсенче

Аургазăсем пиншер хыр хунавĕ лартса, Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунă салтаксене хисе­плесе асăнчĕç.

Стерлитамак лесхозĕн, район администрацийĕн сотрудникĕсем, район­ти волонтерсем, шкул ачисем тата сту­дентсен отрячĕсем иртнĕ канмалли кун­хине „Астăвăм сачĕ” республика акцине хутшăнчĕç. Тĕрлĕ шкулсенчи ачасем руководительсемпе шкул автобусĕсемпе Кебеç ялĕ çывăхĕнчи вăрмана кайрĕç, лесничествăн 79-мĕш кварталĕ çавăнта вырнаçнă.
Хăйсен аслашшĕсене тата мăн аслашшĕсене тивĕçлипе сума сума кăмăл тăвакансем сахалăн мар – 70 ытла çын – пухăннă.
- Манăн асатте вăрçăра çапăçнă. Эпĕ те ырă ĕçе тÿпе хывма шутларăм. Çавăнпа эпир кунта, команда пуçтарса килтĕмĕр, - тет волонтерсенчен пĕри.
Участниксен сывлăхне хăрушсăрлатма территорине сăвăссене хирĕç ĕçлесе тухнă.
Мероприяти пуçланас умĕн „Аургазы­лес” ООО участок начальникĕ Юрий Зай­кин пухăннисене икĕ çулхи хыр лартмалли технологине ăнлантарса пачĕ. Арçынсем, кĕреçе тытса, пулас йывăçсем валли шăтăксем чаврĕç, хĕрарăмсем хыр­сене тăрăшса çĕр ăшне тарăнрах лартрĕç. Тухăçлă ĕç пĕтĕмлетĕвĕ пĕр гектар лаптăк çинчи хыр посад­ки пулса тăчĕ. Унта тăватă пин хунав лартнă.
Вуншар çул иртсен вĕсем çирĕп вулăллă ялан симĕс йывăçсем пулса тăрĕç. Паттăрла вилнĕ салтаксем çинчен пирĕн астăвăм та тĕреклĕ хыр пурнăçĕ пек çирĕп тата вăрăм пултăр.
„Астăвăм сачĕ” акцине кăмăл тăвакан кашни çын хутшăнма пултарать. Çавна тума хăвăн участокра йывăç лартмалла та фотоÿкерчĕке #СадПамятиДома хеш­тегпа социаллă сетьсенче тăратмалла. Çаплах хăвăрăн йывăçа акцин https://сад­памяти2020.рф сайтĕнчи интерактивнăй карттăна кĕртме пулать.
Читайте нас: