Аургазă хыпарçи
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çутçанталăк
20 Апрелӗн 2021, 12:25

Çăлтăр çунине сăнăпăр

Пушкăртстанра пурăнакансем çăлтăр çунине – Лирида метеор юхăмне - апрелĕн 25-мĕшĕччен сăнама пултараççĕ.

Çĕр Тэтчер комета (C/1861 G1) хÿри хăварнă тусан пĕрчисен ушкăнĕ витĕр иртет. Тусан пĕрчисем Çĕр атмосфери­не секундра 49 км хăвăртлăхпа шăтарса кĕреççĕ те 80-120 км çÿллĕшĕнче çунса каяççĕ, ÿкекен çăлтăр пек илемлĕ эф­фект тăваççĕ. Лиридăсем – шурă тĕслĕ йăлтăркка метеорсем, вĕсем авалтанпа паллă метеор юхăмĕсенчен пĕрисем пул­са тăраççĕ.
Читайте нас: