Аургазă хыпарçи
-11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çутçанталăк
1 Мартӑн 2021, 14:00

Март

Март – вырăс чĕлхине уйăх ячĕ Византинчен „marceo” латин сăмахĕнчен кĕнĕ, вăл сÿрĕк, ыйхăллă тенине пĕлтерет, çавă мартпа килĕшсе тăрать – ун чухне çутçанталăк тин çеç вăранма пуçлать, хĕвел вăй пухма тытăнать. Авалхи Руçре марта „пăр ирĕлтерекен”, „курак уйăхĕ” е, çак тапхăрта хурăн шывĕ хатĕрлеме тытăннă пирки, „хурăнлăх” тенĕ.

Паллă кунсем
Мартăн 3-мĕшĕ – Писательсен пĕтĕм тĕнчери кунĕ. Пĕтĕм тĕнчери çынсăр çутçанталăк кунĕ. Хăлхана тата хăлха илтессине сыхламалли пĕтĕм тĕнчери кун.
Мартăн 6-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери шăл тухтăрĕн кунĕ.
Мартăн 8-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ. Çăварни.
Мартăн 10-мĕшĕ – Архив кунĕ.
Мартăн 11-мĕшĕ – Российăри наркоконтроль органĕсен ĕçченĕн кунĕ. Хуралçă кунĕ.
Мартăн 14-мĕшĕ - Каçару ыйтмалли вырсарникун.
Мартăн 19-мĕшĕ – Российăри моряк-подводник кунĕ.
Мартăн 20-мĕшĕ – Телей кунĕ.
Мартăн 21-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери поэзи кунĕ. Халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен, пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсен кунĕ. Пĕтĕм тĕнчери вăрмансен кунĕ.
Мартăн 22-мĕшĕ – Таксистсен кунĕ.
Мартăн 24-мĕшĕ – Туберкулезпа кĕрешмелли пĕтĕм тĕнчери кун.
Мартăн 25-мĕшĕ – Российăри культура ĕçченĕн кунĕ.
Мартăн 27-мĕшĕ – Россия МВД шалти çарĕсен кунĕ. Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ.
Мартăн 29-мĕшĕ – Российăри юридически служба специалисчĕн кунĕ.
Районти паллă датăсен календарĕнчен
Мартăн 10-15-мĕшĕсем – Галимджан Ибрагимов кунĕсем.
Мартăн 1-мĕшĕ – ПР тава тивĕçлĕ врачĕ, Аургазă районĕн Хисеплĕ гражданинĕ, Ишлĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ Марьям Бадгиевна Ардаширова (1946 ç.) 75 çул тултарать;
поэтесса, композитор, юрăçă, ПР халăх артисчĕ, ПР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Тутарстан Республикин искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ, 500 ытла юрă музыки тата сăмахĕн авторĕ, Галимджан Ибрагимов ячĕллĕ преми лауреачĕ, Кивĕ Итикей ялĕнче çуралса ÿснĕ Зифа Валиевна Нагаева (1956 ç.) 65 çул тултарать.
Мартăн 2-мĕшĕ – РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, Шланлă ялĕнче çуралса ÿснĕ Валентина Илларионовна Алексеева (1936 ç.) 85 çул тултарать.
Мартăн 18-мĕшĕ – отставкăри милици подполковникĕ, ПР Госпухăвĕн-Курултайĕн депутачĕ (1995-2003 çç.), ПР тава тивĕçлĕ юрисчĕ, Балăклăкуль ялĕнче çуралса ÿснĕ Фанис Садыкович Ахмеров (1946 ç.) 75 çул тултарать.
Мартăн 18-мĕшĕ – Пушкăрт АССР халăх артисчĕ (1935 ç.), РСФСР халăх артисчĕ (1949 ç.), Ленин (1949 ç.), Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав (1944, 1955 çç.) орденĕсен кавалерĕ, Ишлĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ Абдулла-Амин Фахриевич Зубаиров (1891-1963 çç.) çуралнăранпа 130 çул. Я.А. Протазанов режиссер ÿкернĕ „Салават Юлаев” фильмра Айтуган сăнарне калăпланă.
Мартăн 28-мĕшĕ – Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, биологи наукисен кандидачĕ, Р.Р. Шредер академик ячĕллĕ НИИСВ Кăнтăр-Узбекистан сăнав станцийĕн директорĕ (1964-1984 çç.), I степень Отечественнăй вăрçă, Хисеп Палли орденĕсен кавалерĕ, „Узбекистанра лавр культури”, „Узбекистан помологийĕ” наука ĕçĕсен авторĕ, Ишлĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ Шакир Закирович Мухаметзянов çуралнăранпа 100 çул.
Мартăн 30-мĕшĕ – отставкăри полковник, доцент, Донецк, Мускав, Ленинград хулисенчи аслă çар вĕренÿ заведенийĕсен преподавателĕ, Кшенлĕ ялĕнче çуралса ÿснĕ Талгат Гильметдинович Сайфуллин (1926 ç.) çуралнăранпа 95 çул.

Магнит тăвăлĕсем: 1, 5, 6, 12 ,13-мĕшĕсем.

Читайте нас: