Вăл пирĕн районта улттăмĕш хут иртĕ. Ăна район администрацийĕ пулăшнипе Ирек Исянгулов предприниматель йĕркелет.
Ăмăртăва хутшăнма заявкăна çак телефонсемпе йышăнаççĕ: 8-960-383-87-69, 8(34745) 2-19-91.
Заявкăсăр участниксене ăмăртăва хутшăнтармаççĕ. 9.30 сехетре пухăнмалла тата регистраци иртмелле, ăмăрту 10.00 сехетре пуçланать. Кăмăл тăвакансене пурне те йыхравлаççĕ.