Кайăксем çынсем çумĕнче çулталăк тăршшĕпе пулаççĕ, савăнăç тата усă кÿреççĕ. Анчах хĕлле пирĕн çунатлă туссене çăмăл мар килет. Нумайăшĕ шăнса тата выçса вилет. Хаяр сивĕсенче вунă кăсăяран пĕри çеç чĕрĕ юлать. Çавăнпа вĕсемшĕн çак йывăр тапхăрта кайăксене пулăшмалла.