Аургазă хыпарçи
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çутçанталăк
8 Нарӑсӑн 2021, 18:00

Кушак сивве тÿсет-и?

Кушаксене хĕллехи сивĕ çанталăкра мĕнле пулăшма пулать?

Кушаксенчен ытларахăшĕ сивве лайăх тÿсет. Çăмĕ çăра тата тăкăскă пулнипе чĕрчун 15-20 градус хытă сивĕсене тÿссе ирттерет. Енчен те хĕлле урамра 20-25 градусран ытла сивĕ пулсан, чĕрчун шăнса вилме пултарать.
Шел пулин те, кашни кушакăн та мар ăшă çурт тата тăрăшуллă кил хуçи пур. Килсĕр кушакăн, уйрăмах çĕрле, шăнса вилес шанăçĕ чылай пысăкрах. Йăхран йăха пыракан килсĕр кушаксем те 20 градусран ытла сивве вăрах тÿсеймеççĕ. Кĕтĕвĕпе çÿрекен йытăсем, пĕр-пĕрне ăшăтса, тачăрах пухăнаççĕ, юр ăшĕнче шăтăк чаваççĕ. Кушаксем шăтăк чавма пĕлмеççĕ, кĕтĕве те пухăнмаççĕ. Вĕсем, яланхи пек, путвалсенче тата подъездсенче пытанаççĕ. Анчах юлашки вăхăтра путвалсенчен нумайăшне шăтăк-çурăк юлми хуплаççĕ, яланхи алăксене электронлă çăраллă, металран тунипе улăштараççĕ. Урамра юлнă кушаксенчен 30 яхăн проценчĕ ăшă вырăна кĕреймест, сивĕсем пуçлансан шăнса вилет.
Енчен те картишĕнче е çывăхра хуçасăр кушаксем пурăнаççĕ пулсан, вĕсене начар çанталăкра чĕрĕ юлма пулăшмалла. Килсĕр чĕрчунсене юлнă апатпа, хаклă мар типĕ апатпа тăрантарма пулать. Кушаксене уйрăмах шеллекен, юратакан çынсем вĕсем валли ансат хÿтлĕх вырăнсем тăваççĕ, унта чĕрчун юртан, çилрен тата сивĕрен пытанма пултарать.
Читайте нас: