Аургазă хыпарçи
+15 °С
Облачно
Çутçанталăк
1 Февраля 2021, 06:15

Салам, февраль!

Февраль – çуркунне умĕнхи уйăх. Юлашки сивĕсен, касакан тăмансен тата кĕртсен уйăхĕ. „Хаяр” – февралĕн авалхи вырăс ячĕ. Хĕле вĕçлекен уйăх хăшпĕр çулсенче питĕ хаяр пулать, январьтен те ирттерме пултарать.

Февраль пуçламăшĕнче ăшă, юр ирĕлет – тухăç вăтам пуласса.
Февраль сивĕ – ăнăçлă çу.
Февраль сивĕ тата типĕ – август шăрăх.
Февральте пас нумай тытать – çулла сывлăм тата пыл нумай пулĕ.
Вăйлă сивĕсем – хĕл кĕске пуласса.
Февраль вĕçĕнче вăрăм тумла пăрĕ нумай – çуркунне вăраха тăсăласса.
Юрсăр февраль çуллахи шăрăхпа хăратать.
Читайте нас